Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çут çанталăк паркĕ "Ăрусем улшăнса пыраççĕ пулин те, çут çанталăк илемĕ ĕмĕрлĕхе…"

Çут-çанталăк паркне йĕркелесе яраканĕ –

Кĕçĕн Арапуçĕнче пурăннă Василий Михайлович Селиванов.

 Селиванов Василий Михайлович _ партипе совет ĕçченĕ, колхоз производствин организаторĕ, çут çанталăк тусĕ, "Хисеп палли" орден кавалерĕ. Селиванов В.М. 1939 çулхи декабрĕн 6-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Арапуç ялĕнче Микулай Михалипе Именкассинчен качча килнĕ Микуш Трахвин хĕрĕ Альтатỹк çемьинче çуралса ỹснĕ. Ача вун тăваттăрах ялти "Путь социализма" колхозра ĕçлеме тытăннă: плугарь пулса хуçалăх хирĕсене сухаланă, вăрăм пушă тытса кĕтỹ кĕтнĕ. Кỹршĕри Именкасси ялĕнчи çичĕ  класс вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă хыççăн комсомол чĕнĕвĕпе хавхаланса Çĕнĕ çĕрсем уçма Çỹрçĕр Казахстан облаçне тухса кайнă: малтан Павлодарти ял хуçалăх механизации училищинче пĕлỹ пухнă, çур çултан механизатор свидетельствине алла илнĕ. Вара Соколовски районĕнчи пĕр колхозра СК-4М комбайнпа тырă вырса çапнă. Кайран пĕр хушă Первомайскинчи Техника юсав станцинче мотористра ĕçленĕ. 1960 çулта çывăхри пилĕк яла пĕрлештерсе "Герой" ятлă пысăк колхоз туса хурсан, хастар комсомолеца хуçалăхăн ВЛКСМ комитечĕн секретарĕ пулма суйланă. Çав хушăрах вăл колхозăн тĕп усадьбинчи клуб заведующийĕн  ĕçĕсене те туса пынă.

Василий Михайлович кĕске хушăрах комсомол организацийĕн ĕçĕ-хĕлне анлăн сарса яма,  ăна районта малта пыракан комитетсен шайне çитерме пултарнă. Куншăн вăл вăхăчĕшĕн пысăк парне шутланакан Чехословакинче кăларнă "Садко" радиоприемника тивĕç пулнă. Çивĕч каччăна 1963-мĕш çулта правлении тата пысăк ĕç шанса панă - колхозăн Кĕçĕн Арапуçĕнчи комплекслă бригада бригадирĕ пулма çирĕплетнĕ. Кунта та вăл пысăк хастарлăхпа палăрса тăнă, шанăçа тỹрре кăларас тесе ырми-канми вăй хунă. Çаксене пĕтĕмпех шута  илсе кĕçех ăна районти парти райкомĕ Шупашкарти советпа партии шкулне вĕренме янă. Ку çав вăхăтсемшĕн пысăкран та пысăк чыс пулнă.

Республикăн тĕп хулинче  1966-1969 çулсенче тивĕçлĕ пĕлỹ илсен вăл кĕске вăхăтлăха Патăрьел  райĕçтăвкомĕн ĕç ресурсĕн уполномоченнăйĕ пулнă.  Унтан ăна çĕнĕрен тăван колхозра питĕ яваплă ĕçе сĕннĕ: партии комитечĕн секретарĕ  пулма суйласа лартнă. Кунта та Василий Михайлович парти ĕçĕ-хĕлне нумай  çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ, колхоз призводствине аталантарма пысăк вăй хунă. Вăл ертсе пыракан партком ĕç опычĕпе паллашма таçтан та киле-киле çỹренĕ.  Çак тапхăрта "Герой" колхозра идеологи ĕçне ỹсĕмлĕ туса пынине кăтартма  КПСС обкомĕ республикăри партии организайĕсен семинарне ирттернĕ, унта обкомăн пĕрремĕш секретарĕ Илья Прокопьев та хутшăннă. Çакăн хыççăн çуран çỹрекен партком секретарьне Шупашкартан ятарласа çăмăл автомашина уйăрса панă. 1966 çулхи октябрĕн 5-мĕшĕнче В.М.Селиванова ял  хуçалăхне аталантармалли плансене пурнăçлас енĕпе активлă  ĕçленĕшĕн Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе чысланă. Ку вăл çав саманара республикăн чи пысăк награди шутланнă.

1979  çулхи сентябрĕн 9-мĕшĕнче В.М.Селиванова КПСС Патăрьел райкомĕн сумлă тата пысăк яваплă пайне (организациллĕ пай) заведующи пулма çирĕплетнĕ. Çулталăк çурăран ăна партии райкомĕн бюровĕпе  райçтăвком ертỹçĕсенчен юлса пыракан хуçалăха, Нăрваш Шăхалĕнчи "Труд" колхоз председательне лартма йышăну кăларнă. Кăна ял халăхĕсем та кăмăлласа йышăннă. Кунта ĕçленĕ çичĕ çул хушшинче хуçалăх тырă-пулă туса илес, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе вăтам шайран çĕкленсе районти чи тĕслĕхлĕ колхозсен шутне  кĕнĕ. Каярахри çулсенче Василий Михайлович тепĕр хутчен тăван ялта колхозăн комплекслă бригада бригадирĕ, Кĕçĕн Арапуçĕпе Именкасси ялĕсенчи "Новая сила" хуçалăх ертỹçи пулса ĕçленĕ.

 Хăйĕн тĕп тивĕçĕсемсĕр пуçне Василий Михайлович обществăлла ĕçсене те хастар хутшăннă: ăна  темиçе хутчен ял Совет тата район Совет депутатне,  Патăрьел партии райкомĕн члене суйланă. 2019 çулта, хăйĕн 80 çулхи юбилейĕ умĕн, Василий Михайлович Шупашкарта "Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар (Манăçми асаилỹсем, пуçа килнĕ шухăшсем)" кĕнеке кăларнă. Таврапĕлỹçĕсем тата вулакансем ăна паха хак парса йышăннă.

Василий Михайловичăн пархатарлă  ĕçĕсене патшалăх пысăка хурса хакланă. Ăна тĕрлĕ çулсенче "Хисеп палли"  орденпа, "Ĕçри паттăрлăхсемшĕн" медальпе, икĕ хут Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе, "9-мĕш пилĕкçуллăх ударникĕ, "1977 çулхи социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи" паллăсемпе, чылай мухтав хучĕсемпе наградăланă. В.М.Селиванов 2020 çулхи июнĕн 10-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ.

 Василий Михайлович ĕмĕрĕпе тăван тавралăха илемлетес,  симĕслетсе илĕртỹллĕ тăвас енпе нумай тăрăшнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче вăл Нăрваш Шăхалĕнчи "Труд" колхоз председателĕнче ĕçленĕ  тапхăрта районта пуçласа çĕрсене шыв-шур çурса каясран хỹтĕлес ĕçсене анлăн сарса янă. Уйрăммăн илсен, Ырсем çырми çинче виçĕ çĕрте каскадсем  пек пĕвесем тутарса инкек çулне пỹлсе лартнă, пулăсем ярса ĕрчетнĕ,  çуллахи шăрăх кунсенче халăха шыва кĕрсе уçăлма май туса панă. Ырсем пуçланнă çĕрти  çăла тасатса тирпейленĕ, кунта чарăнса сиплĕ шыва илсе ĕçме,  ларса канма майлаштарнă. Ун çумĕнче вара парк туса вăрман йывăççисене лартнă, беседка  туса хунă. Халăхра çакăнти çăла кĕвенте çакнă Нарспи тата лашине шăварма килнĕ Сетнер вырăнĕ тесе ят панă. Çав вăхăтра "Труд" колхозра çĕр эрозине  хирĕç кĕрешес ĕçпе паллаштарма республика шайĕнчи  семинар та йĕркеленĕ. Çĕр пулăхне сыхласа хăварас енĕпе пысăк ĕçсем  туса ирттернĕшĕн В.М.Селиванова ун чухне Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Председателĕ, вăлах Чăваш Республикинчи эрозипе ĕçлекен штаб ертỹçи  Семен Ислюков "Отличник по защите земель" диплом парса чысланă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче тăван ялта комплекслă бригада бригадирĕнче ĕçленĕ чухне вăл ял акатуйне ирттерекен вырăнта ниме туса нумай йывăçсем  ларттарнă, пĕчĕк ачасене çуллахи вăхăтра выляса йăпанма 11 çĕрте ача-пăча площадкисем тутарнă.

Кун пек тĕслĕхсем тата та нумай илсе кăтарма пулать.  В.М.Селиванов килти хуçалăхне те тĕслĕхлĕ тытнă. Унăн килĕ умĕнче паян та  вăл лартнă пилешсем, çĕмĕртсем урам илемне кỹрсе лараççĕ. Сад пахчинче  те тĕрлĕрен улма-йывăç, çырла тĕмĕсем ỹсеççĕ, тем тĕрлĕ хитре, сайра тĕл пулакан чечексем çеçке çураççĕ. Шурут çырми Пăла шывĕ пĕрлешнĕ  вырăнта колхозăн çĕр пайĕпе илнĕ лаптăк дендрарипе тан. Унта вăл хăйĕн  çемьипе пĕрле вун-вун чăрăш, каштан тата ытти йывăçсем лартса çитĕнтернĕ.  

 Н.Ларионов, 2022 çул