Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Анастасия Бахитова  - «Чӑваш пики - 2024»

Анастасия Бахитова  - «Чӑваш пики - 2024»

Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Патӑрьел культура керменӗнче сакӑр ял тӑрӑхӗнчен  пуҫтарӑннӑ чи пултаруллӑ та чипер пикесем хушшинче  «Чӑваш пики-2024» илем конкурсӗ иртрӗ.
Ӑмӑртӑва хутшӑнакан сакӑр пике сценӑ ҫинче акӑш пек ярӑнса ҫӳрерӗ, илемлӗ юрӑсем шӑрантарчӗ, сӑпайлӑн авкаланса ташласа кӑтартрӗ, сӑвӑласа калаҫрӗ.
Чӑваш тумӗпе, каҫхи кӗпепе илемлӗн сцена тӑрӑх утса, куракансене хӑйсемпе паллаштарса, хӑйсем пӗҫернӗ чӑваш апат-ҫимӗҫӗ ҫинчен каласа парас конкурссем куракансемшӗн питӗ кӑсӑклӑ пулчӗҫ.
Тӗрлӗ тутлӑ чӑваш апачӗ хатӗрленӗ пикесем. Сӗтел ҫийӗ йӑтӑнса кӑна тӑчӗ, техӗмлӗ шӑрттан, хуплу, пӳремечӗ шӑрши зал тӑрӑх сарӑлчӗ. Кӑпӑклӑ тутлӑ килти квас та тума пӗлеҫҫӗ иккен ӳркенмен хӗрсем. Асламӑшӗсем пулӑшнипе, вӗрентнипе ҫапла тутлӑ пулнине пытармарӗҫ вӗсем.
Пӗтӗмӗшле хӗрсем ӑмӑртӑва тӗплӗн хатӗрленнине кӑтартса пачӗҫ.
Жюри членӗсем ҫакӑн пек хак пачӗҫ:
- «Чӑваш пики - 2024» ята  Анастасия Бахитова (Пӑлапуҫ Пашьел ялӗ) ҫӗнсе илчӗ;
- «Вице-Чăваш пики – 2024» – Карина Корнилова (Именкасси ялӗ);
- «Ҫепӗҫ пике» – Мадина Никитина (Кӗҫӗн Патӑрьел ялӗ);
- «Ӑста пике»  – Валентина Кистол (Нӑрваш Шӑхаль ялӗ);
- «Тараватлӑ пике»  – Валентина Тарасова (Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗ);
- «Пултаруллӑ пике» – Диана Выросова (Сител ялӗ);
- «Илӗртӳллӗ пике»–Аппакова Анастасия (Алманчӑ ялӗ);
-«Хӳхӗм пике» – Селеста Сергеева (Патӑрьел ялӗ).

Ҫӗнтерӳҫӗсене  малашне те ҫитӗнусем тума ӑнăҫу сунатпăр.

 

 



15 апреля 2024
17:03
Поделиться