Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кĕрешекенсем те малта

Тутар Республикинчи Балтасински районĕнче РСФСР спорт мастерĕ Рафис Насибуллин призне "Кореш" мелĕпе кĕрешсе çĕнсе илессишĕн ăмăрту ирттернĕ. 130 спортсмен хутшăннă. Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн воспитанникĕсем те, пурте Шăнкăртамран, палăрнă. 40 килограмлă виçеллисенчен Илнур Яфизов, 75 килограмм таяканнисенчен Булат Тумаков - пĕрремĕш, Ильшат Купкенов (50 кг) - иккĕмĕш, Вильдан Юнусов виççĕмĕш вырăнсене тухнă. Ачасене ăмăртăва Э. Мтиев преподаватель-тренер хатĕрленĕ.

(Хамăр корр)

 

Авангард



27 декабря 2022
18:39
Хроника мероприятий
Поделиться