Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

200-мĕш пепке - Ыхра Çырминчен

ÇЕМЬЕНЕ пепке хутшăнни пуриншĕн те телей, савăнăç! Енчен те вăл уяв кун çут тĕнчене килсен е урăх паллăпа çыхăнсан вăл икĕ хут та пысăкланать. Ыхра Çырминче пурăнакан Ремиспа Зиля Зейнетдиновсемшĕн те 2022 çулхи декабрĕн 7-мĕшĕ икĕ тĕрлĕ сăлтавпа паллă пулса юлнă. Пĕрремĕшĕ - вĕсен çемйине иккĕмĕш "çĕнĕ кайăк" вĕçсе килнĕ. Йăх-несĕле малалла тăсакан пулас пăхаттире Ильназ ят панă. Тепĕр асра юлмалли самант вара район шайĕпе çыхăннă. Районти ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем Зейнетдиновсене йыш хушнă ятпа Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕн саламлă открыткине çитернĕ май Юхмапа Пăла тăрăхĕнче кăçалхи çул 200-мĕш пепке шăпах вĕсен çемйинче çуралнă ятпа та ăшшăн саламланă. Асра юлакан çак паллă Мăшăрлану çурчĕн архивĕнче нумай-нумай çул упранĕ.

Авангард



16 декабря 2022
11:57
2022 год
Поделиться