Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Малашлăх пурришĕн чун савăнать

Çу уйăхĕсем епле илемлĕ. Тыр-пул çитĕнет, çырла пиçет, кăмпа шăтать... Вăрман çывăхĕнчи ялсенче пурăнакансемшĕн пушшех те илĕртỹллĕ. Хулара пурăнакан ывăл-хĕрĕ, мăнукĕсем канма килеççĕ. Киленеççĕ вара ялти уçă сывлăшпа. Ахальтен мар юлашки çулсенче пушă çуртсене çăра хуралламасть. Хăшĕсем ашшĕ- амăшĕн тĕп килне çум курăк пустарасшăн мар. Теприсем ятарласа дача вырăнне усă курма туянаççĕ.

А.Вахитов Апрушнай тăрăхне кăмăллани те ырă. Яла асфальт çул çитет-ха. Вăрман еннелле илсе çитерекенни кĕрлĕ-çурлă путăк-шăтăкланма пăхать. Вăл вара 500 метр çула вак кирпĕч турттарса тикĕслеме хал çитерчĕ.

Ялăн малашлăхĕ пурах. Андрей Ульяновсен, Владимир Софроновсен çуртĕнче 3-4 ача çитĕнет. Шкула çỹрекеннисене Нăрваш Шăхальне автобус турттарать. Хĕлĕн-çăвĕн 30-а яхăн çын пурăкан яла эрнере икĕ хутчен апат-çимĕç пырса сутассине йĕркеленĕ. Пурнăç хăй майĕпех малалла шăвать. Пỹртсене электричествăпа хутса ăшăтма пулать. Çавах яла газ килессе ĕмĕтленеççĕ кунта. Çакă укçа-тенке те перекетлеме май парасса шанаççĕ.

А. ИВАНОВА

Авангард



12 августа 2022
14:42
Публикации
Поделиться