Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Канĕç те, сывлăхĕсене те çирĕплетĕç

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Тутарстан Республикин çамрăксемпе ĕçлекен министрĕпе Тимур Сулеймановпа Кзыл Чишмари виçĕ хутлă шкултан реконструкцилекен "СЭЛЭТ-Батыр" çамрăксемпе обществăлла центра çитсе курнă. Объекта уйрăм инвестицисемпе тăваççĕ. Ĕçе 2020 çулхи июль уйăхĕнче пикеннĕ, кăçалхи çĕнĕ вĕренỹ çулне хута ямалла. Центрта "Булат" (ертỹçи Ринат Абдулвалеев) строителĕсем вăй хураççĕ.

Организаторсен шухăшĕпе кунта çулталăк тăршшĕпе 1500-2000 çын канма, ятарлă программăпа пĕлỹ илме, сывлăхне çирĕплетме пултарать. Çавăн пекех кунта культурăпа çут ĕç мероприятийĕсем те йĕркелеççĕ, мĕншĕн тесен центр хамăр тата ют районти, регионти тĕрлĕ халăха, тĕне ĕненекене пухăнмалли вырăн шутланать. Спорт тата ташă лапамĕсем пулĕç, пан улми сачĕ тавралăха илем кỹрĕ.

О. БЕЛЬДЕКОВА

 

Авангард