Ĕçпе, патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерес тата ытти ыйту тавра
Майăн 31-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи бизнес-инкубаторта районти халăха, харпăр хăй ĕçне йĕркелекенсене патшалăх çăмăллăхĕсем парас, аталанма пулăшас, çав вăхăтрах çынсене ĕçпе тивĕçтерес ыйтупа канашлу иртрĕ. Унăн ĕçне Чăваш Республикинчи Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министерствин халăха ĕçпе тивĕçтерессипе тимлекен пай пуçлăхĕ Лариса Ермакова тата професси вĕрентĕвĕ парас тĕлĕшпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Ольга Башкирова хутшăнчĕç. Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова ертсе пычĕ.
Ведомство министерствин представителĕсем 2022 çулта ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва йĕркелес тĕллевпе Чăваш Республикин бюджетĕнчен уйăракан укçа-тенкĕпе хушма мероприятисене пурнăçа кĕртме коммерцилле мар организацисене, предпринимательсене тата ыттисене те патшалăх тĕлĕшĕнчен пулăшу памалли йĕркепе, промышленность предприятийĕсенчи работниксене ĕçрен кăларса ярас хăрушлăх пур пулсан граждансене хушма професси пĕлĕвĕ илмелли майсемпе тата ыттипе те паллаштарчĕç, ыйтусене хуравларĕç.
Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр начальникĕ М. Айзатуллов хальхи вăхăтра асăннă служба мĕнле ĕçлесе пынипе, харпăр хăй ĕçне йĕркелекенсемпе, сахал тупăшлă граждансемпе социаллă контрактсем тунипе, малашлăх плансемпе паллаштарчĕ. Çулталăк пуçланнăранпа центра ĕç ыйтăвĕпе 475 çын пынă, вĕсенчен 330-шне ĕçе вырнаçтарнă. Кăçал сахал тупăшлă граждансемпе 99 социаллă контракт (13,9 миллион тенкĕлĕх) çырнă.
(Хамăр корр.)
Авангард