Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юсав, тирпей-илем, спорта аталантарасси тавра

Мартăн 28-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи библиотекăра районти Общество канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ăна унăн председателĕ Анатолий Самакин ертсе пынă.

Канашлура нумай хваттерлĕ пурăнмалли çурт-йĕре тĕпрен юсамалли программăна пурнăçа кĕртсе пыни, вĕсен таврашĕнчи тирпей- илем ыйтăвĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство тата обществăлла инфратытăм аталану пайĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов, Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Ялуков, "Чистое село" компани управляющийĕн директорĕ Павел Шадиряков, "Полигон" тулли мар яваплă общество директорĕ Федор Уфуков, "Стройкомфорт" тулли мар яваплă обществăн компани управляющийĕ Миневазых Алимов тухса калаçнă.

Районта мĕн пурĕ нумай хваттерлĕ 132 çурт. "Чăваш Республикин территорийĕнче нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсамалли" программăпа 2014-2044 çулсенче 81 çурта юсамалла. Паянхи кун тĕлне асăннă программăпа нумай хваттерлĕ 26 çуртра капиталлă юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Çакна та палăртса хăвармалла. Хальхи вăхăтра капиталлă юсавшăн тỹлекен взнос кирлин 72 проценчĕ çеç пуçтарăнать.

Патăрьелĕнче нумай хваттерлĕ 75 çуртран 61-шĕ управляющи организацисен яваплăхĕнче (58-шĕ - "Чистое село", 3-шĕ - "Стройкомфорт", 14-шĕ - тỹрреммĕн управленинче).

Ларура çавăн пекех ачасемпе çамрăксен "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ Илдар Камалетдинов, общество канашĕн членĕ, районти спорт федерацийĕн председателĕ Рифкать Сафиуллов районта физкультурăпа спорта аталантарас, ГТО нормативĕсене тултарас ĕçе йĕркелес ыйтусемпе тухса калаçнă.

А. НИКОЛАЕВА

Авангард



01 апреля 2022
14:15
Поделиться