Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çемьере килĕшỹ хуçалансан ĕçре ăнăçу пулать ялан

"Авангард" хаçат редакцийĕ çуллен йĕркелекен "Çулталăк çынни" конкурсра чи нумай сасă пухса кăçал Пỹртлĕре пурăнакан, Первомайскинчи ветеринари лечебницинче заведующи пулса тăрăшакан Надежда Трофимова çĕнтерчĕ. Кун пирки эпир пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Паян вара вулакансене çак маттур та пултаруллă, дояркăсен "Пилĕк пинлĕххисен клубне" ертсе пыракан хĕрарăмпа тĕплĕнрех паллаштарăпăр.

 - Надежда Геннадьевна, чи малтанах сире "Çулталăк çынни-2021" конкурсра çĕнтернĕ ятпа саламлатпăр. 10 çын хушшинче иртнĕ тупăшура хăвăр мала тухассине шухăшланăччĕ-и?

- Çак конкурсра маншăн сасă панă кашни çынна, çавăн пекех районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен ветеринари станцин начальникне Петр Ильич Ефимова, ветеринари сферинчи пур ĕçлекене тата ыттисене те чун-чĕререн тав тăватăп. Эсир тăрăшнипе эпĕ "Çулталăк çынни-2021" сумлă ята çĕнсе илтĕм. Тĕрĕссипе каласан хам мала тухасси пирки эпĕ шухăшламан та. Çĕнтернине пĕлнĕ хыççăн питĕ савăнтăм, ман хĕпĕртĕве мăшăр та, ачасем те çемйисемпе, тăвансем, пĕрле ĕçлекенсем, юлташсем, паллакансем - пурте пайларĕç. Сăмах май, пĕр сферăран эпир виççĕн тан мала тухни (выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцин начальникĕ Петр Ефимов (2011 çул), Кзыл Чишмари ветеринари участокĕн заведующийĕ Халимулла Хамматов (2019 çул). - Авт.) пирĕн ĕç чăннипех те кирлине, хисеплĕ профессисенчен пĕри пулнине çирĕплетсе пачĕ.

- Хаçат вулакансене хăвăрпа кăштах паллаштарăр-ха...

- Эпĕ Йĕпреç районĕнчи Чăваш Çармăс ялĕнче çуралса ỹснĕ. Улттăн пĕр тăван, пурте хĕр. Эпĕ чи асли. Аттепе анне фермăра ĕçленĕ, вĕсене пулăшма нумай кайнă. Уйрăмах аттепе пĕрле лашапа çỹреме килĕшетчĕ. Ачаранах выльăх пăхма юратнăран саккăрмĕш класран вĕренсе тухнă хыççăн Улатăрти ял хуçалăх техникумне зоотехника уйрăмне ăс пухма кĕтĕм. Пĕрлех техник-осеменатор профессине те хăнăхтарчĕç. 1989 çулта алла диплом илтĕм. Çак çулах Патăрьел районĕн кинĕ пултăм, Пỹртлĕ каччипе Петр Иванович Трофимовпа мăшăрланса çемье çавăртăмăр. Икĕ хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине кăлартăмăр. Светлана Митта Ваçлейĕячĕллĕ Первомайскинчи вăтам шкултан кĕмĕл медальпе вĕренсе тухнă хыççăн И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче экономика уйрăмĕнче ăс пухрĕ. Хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтерчĕ. Хальхи вăхăтра хăйĕн профессийĕпех ĕçлет. Наташа та вĕренỹре лайăх паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пычĕ. Вăл икĕ аслă пĕлỹ те илчĕ: муниципалитет служащийĕ тата юрист. Вăл ачапа декретлă отпускра ларать, шалти ĕçсен министерствин работникĕ. Пирĕн виçĕ мăнук. Мăшăр 40 çул ытла водительте ĕçлет. Паян Митта Ваçлейĕячĕллĕ Первомайскинчи вăтам шкулта автобуспа çỹрет.

- Надежда Геннадьевна, эпир пĕр-пĕрне тахçантанпах пĕлетпĕр. Сирĕнпе калаçнă чухне эсир хăвăрăн ĕçĕре чунтан юратса пурнăçлани сисĕнет.

 - Чăнах та, мана хам суйласа илнĕ професси питĕ килĕшет. Хăвăн ĕçне юратмасан мĕнле вăй хумалла-ха? Диплом илнĕ хыççăнах "Рассвет" колхозра ĕне-выльăх комплексĕнче техник-осеменаторта вăй хума пикентĕм. Çав вăхăтрах ветеринари енĕпе те ĕçлеме тиветчĕ. Зоотехник-селекционерта, сысна фермин заведующийĕнче тăрăшрăм, çын çитмен чухне сысна та пăхнă. Каярах вара Первомайскинчи ветлечебницăна санитаркăна вырнаçрăм. Кунта ĕçленĕ май Патăрьелĕнчи професси училищинчен ветработнике вĕренсе тухрăм. Категорисене хỹтĕлесен ветфельдшера куçарчĕç. Çакăн хыççăн выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ Петр Ильич Ефимов аслă пĕлỹ илмелли пирки сăмах пуçарчĕ. Вăл каланине шута илсе Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине вĕренме кĕтĕм, 2010 çулта диплом илтĕм. 2011 çулта Первомайскинчи ветеринари лечебницин заведующийĕ пулма шанчĕç. Вĕреннĕ вăхăтрах "Первомайск", "Малалла" хуçалăхсенче ветеринарта, зоотехникра тăрăшнă.

 - Сирĕн ĕç хисеплĕ, çав вăхăтрах питĕ яваплă та. Çын мĕн ыратнине тухтăра каласа параять пулсан, выльăхăн чĕлхи çук...

 - Первомайскинчи ветлечебницăра ĕçлеме пуçлани 27 çул. Çак тапхăрта выльăхăн мĕн ыратнине куçĕнчен курма хăнăхрăм. Çилли ыратнă чухне пĕр тĕрлĕ, кỹпĕнсен тепĕр тĕрлĕ пăхаççĕ. Май пур таран вĕсене пулăшас тесе тăрăшатăн. Чĕлхесĕр янаварсем чирленипе е пăрлайманнипе хуçисем килсе чĕнсен çур çĕрте те сахал мар тăрса кайнă. Васкавлă пулăшу кирлĕ чухне килтен формăна хурса хăварнă чустана пăрахса хăварни те, выльăхсене пăхманни те пулнă. Уяв вăхăтĕнче те ĕçлеме тивет. Пĕр тĕслĕх асрах-ха. "Первомайск" хуçалăхра ветеринарта тăрăшнă чухне Первомайскинчи клубра Хĕрарăмсен кунне халалласа концерт пырать, фермăра вара ĕне пăрулама пуçланă. Витере мансăр пуçне тата хуралçă кăна пур, вăл та ватă. Ĕне ниепле çăмăлланаймасть, пăрăва урине кантрапа çыхрăм, унтан транспортертан тыттартăм. Хуралçа тислĕке тăкакан хатĕре ĕçлеттерме хушрăм, çапла аран-аран пĕчĕкскере туртса кăлартăмăр. Кỹпĕннĕ ĕнесене те темиçе хут та çăлса хăварма тивнĕ. Сăмах май, манăн сумкăра яланах йĕп, шприц пур, васкавлă пулăшу пама хуть хăçан та хатĕр. Выльăхсем сывалнă хыççăн чунăм савăнать. Эпĕ çак тарана çитсе те пулăшу ыйтма пынă çынсене "çук" тесе каласа курман.

Выльăх-чĕрлĕхе сипленисĕр пуçне профилактика мероприятийĕсем пирки те манмастпăр. Вĕсене графикпе килĕшỹллĕн пурнăçлатпăр. Паян ящур, бруцеллез, сыснасен африка чуми тата ытти чирсем те хăратаççĕ, вĕсем пирĕн тăрăхра ан сарăлччăр тесе тăрăшатпăр. Çавăн пекех уйăхра пĕрре сĕт пахалăхне тĕрĕслетпĕр. Ĕнесене искусствăлла майпа йăхтаратпăр.

 - Паян сире мĕн пăшăрхантарать?

- Выльăх тухтăрĕсем хушшинче çамрăксем сахалли. Паçăрах каларăм ĕнтĕ, пирĕн ĕç хисеплĕ, сумлă, анчах яш-кĕрĕм ветеринари енĕпе вĕренме пит каймасть, пĕлỹ илсен те яла килме васкамаççĕ. Паян фермăсенче те ĕлĕкхи пек алăпа ĕçлемеççĕ: сумалли аппаратсемпе усă кураççĕ, сĕт пăрăхпа тỹрех пичĕкене каять, апата миксерпа пăтратаççĕ те трактор валеçсе парать. Манăн шухăшпа, шкулта вĕренекен ачасене фермăна та илсе кайса кăтартмалла, унти пурнăçпа паллаштармалла. Çакăн хыççăн, тен, хăшĕ-пĕрин ветеринар е зоотехник профессине суйласа илес ĕмĕт те çуралĕ...

- Надежда Геннадьевна, кăкăрăр çинче икĕ медаль хĕвел çутипе ялтăртатса тăрать. Хисеп хучĕсемпе Тав хучĕсем те сахал мар-тăр?

- Пĕр медале ветеринари тивĕçтерĕвĕсемшĕн, теприне ветеринаринче нумай çул ĕçленĕшĕн панă. Район, республика шайĕнчи Хисеп хучĕсене, Раççей ял хуçалăх министерствин Тавне те тивĕçрĕм. Çулленех ветучастоксемпе лечебницăсем хушшинче йĕркелекен конкурсра та пирĕн участок юлашки 5-6 çулта пĕрремĕш е иккĕмĕш вырăн тухать. 2020 çул пĕтĕмлетĕвĕпе те, 2021 çул кăтартăвĕпе те эпир çĕнтертĕмĕр. Çитĕнỹсем эпĕ çеç тăрăшнипе пулмаççĕ. Надежда Белова ветфельдшерпа, Ольга Чебоксарова санитаркăпа пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе вăй хуратпăр. Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ Петр Ефимов тата унти специалистсем пире яланах вĕрентсе, пулăшса пыраççĕ. Ветеринари лабораторийĕн заведующийĕ Людмила Ефимова та хуть хăçан та алă тăсса парать. Ытти ветеринарсемпе те пĕр чĕлхе тупнă, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашса тăратпăр, пĕлменнине ыйтатпăр.

 - Пурнăçра сире мĕн хавхалантарать?

- Çемье телейлĕ пулни, мăшăр мана ăнланни, ачасемпе мăнуксем сывлăхлă тăни, çитĕнĕвĕсемпе савăнтарни, коллективра пĕр-пĕрне хисеплени, ял-йыш сума суни.

- Надежда Геннадьевна, эсир хăвăр та выльăх-чĕрлĕх йышлă тытатăр, сирĕн пушă вăхăт пур-и?

 - Ялта пурăнакан çын выльăх усрамасăр пурăнаймасть ĕнтĕ. Пирĕн сăвакан 5 ĕне, вăкăрсем, пăрусем, лаша пур, сысна çăвăрлаттаратпăр. Ĕçе яланах мăшăрпа пурнăçлатпăр, кăна - манăн, кăна санăн тумалла тесе курман нихăçан та. Утă хатĕрленĕ чухне тăвансем, ачасем нумай пулăшаççĕ. Ял-йыш та хастар хутшăнать. Лашана кỹлме никама та чарман: çĕр улми йăранĕ çыраççĕ, курăк турттарса килеççĕ. Усă курнăшăн çынсенчен укçа илмен.

Пушă вăхăт тупăнсан алă ĕç тума ларатăп. Тĕрлеме, çыхма, çĕлеме, çăм арлама юрататăп. Юлашки вăхăтра йĕп тытсах кайман, анчах ачасене, мăнуксене валли алса-чăлха яланах хам çыхатăп. Ку ĕçсене тума анне вĕрентнĕ, вăл хăй те питĕ ăстаччĕ. Çавăн пекех мана чечексем питĕ килĕшеççĕ. Ĕçре те, килте те нумай вĕсем, çулла вара пахчара тĕрлĕ тĕслине çитĕнтеретĕп. Çемье пухăнсан тутлă апат пĕçерме кăмăллатăп. Кăмака яшкине, пỹремече юратса çиетĕп.

- Тавах сире калаçушăн. Малашнехи пурнăçра та ăнăçу сунатăп.

О. ПАВЛОВА калаçнă.

Авангард



04 марта 2022
14:14
2022 год
Поделиться