Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Медицина ĕçченĕсем вырăна тухса прививка тăваççĕ

РАЙОНТИ тĕп больница ĕçченĕсем коронавирус чирĕнчен хỹтĕленес тĕллевпе кашни эрнерех ятарлă графикпа вырăна тухса çынсене прививка тăваççĕ. Ĕнер шурă халатлисем Кзыл Чишма, Красномайски, Чĕпкас ялĕсенче çак тĕллевпе пулнă. Паян Çĕнĕ Ахпỹрт ялĕнче вакцина яртарас текенсемпе ĕçленĕ. Медицина ĕçченĕсем ыран Кивĕ КатекпеТатмăш, январĕн 20-мĕшĕнче Нăрваш Шăхаль, Вăрманхĕрри Шăхаль, Апрушнай, январĕн 21-мĕшĕнче Первомайски, Пỹртлĕ, Каншел, январĕн 22-мĕшĕнче вара Пăлаçи Атăкра, Анат Чакăра тата Сителте пулса усал чиртен асăрханса хỹтĕленекенсене укол тăвĕç.

Авангард



18 января 2022
12:47
Публикации,
Публикации
Поделиться