Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнĕ çула вĕсем юбилейрен пуçлĕç

ÇĔНĔ çулăн пĕрремĕш уйăхĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан вунпĕр ватăшăн тата ытларах асра юлĕ. Кăрлачра Хирти Пикшикри Хабибулла Алимов, Гельсем Валиуллова, Минивели Калмыков, Патăрьелĕнчи Антонина Быкова, Сăкăтри Федор Егоров, Кзыл Чишмари Мэгьсум Идиатуллин, Алманчăри Ольга Ксенофонтова, Тури Чакăри Вера Лебедева, Еншикри Таисия Урмакова, Кивĕ Ахпỹртри Алексей Логунов 90 çулхи юбилейне паллă тăвĕç. Анат Тăрмăшĕнчи Татьяна Александрова вара çак уйăхрах 95 çул тултарать. Пархатарлă йăлана малалла тăсса ĕç ветеранĕсене сумлă юбилейпе Раççей Президенчĕн, çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕн саламлă сăмахĕсене те çитерĕç, вĕсене ырми-канми ĕçшĕн, пысăк тăрăшулăхшăн чун-чĕререн тав тăвĕç.

Авангард



30 декабря 2021
08:37
2021 год
Поделиться