Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Спорт мастерĕн черетлĕ çитĕнĕвĕ

Нăрваш Шăхалĕнче çуралса ỹснĕ А.Эриванов шкулта вĕреннĕ чухнех спортпа интересленнĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырассине малалла та пăрахăçламан. Республика шайĕнчи ăмăртусене хутшăнсах тăнă. Ку хутĕнче Александр Иванович Горький облаçĕнчи Городецк хулине çитнĕ. Унта пауэрлифтингпа ирттернĕ ăмăртăва хутшăннă. Виçĕ енлĕ штанга йăтса 83 килограмлă виçерисенчен чи маттурри пулнă, пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Абсолютнăйĕнче иккĕмĕшне тухнă.

Раççей спорт мастерĕ А.Эриванов маларах тĕнче шайĕнчи ăмăртура виççĕмĕш вырăн йышăннăччĕ. Ашшĕ ывăлĕн çитĕнĕвĕшĕн тем пекех хĕпĕртет.

А.ИВАНОВА.

Авангард



14 декабря 2021
10:05
Хроника мероприятий
Поделиться