Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юрă-ташă, тĕрĕ - чун уççи

 Çĕршывра çулталăк çурă ытла коронавирус инфекцийĕ алхасать пулин те çакă кирек хăш ĕçе туса пымаллине те шлагбаум лартнине пĕлтермест. Пурте хăй вăхăчĕпех пыраççĕ. Районта та çавах. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕ те, Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ те йĕркеллех иртрĕç. Вĕсене районта пурăнакансем кăмăлтан хутшăнчĕç. Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкне халалланă мероприятисем те йышлă. Вĕсене кашнийĕшнех культура ĕçченĕсем хутшăнса тивĕçлĕ тỹпе хываççĕ.

Çак кунсенче, акă, Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕ Культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствипе "Литература гостинăйĕ" проектпа килĕшỹллĕн централизациленĕ тĕп библиотекăра Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти çамрăк армеецсемпе "Шăплăх тỹпемĕ тăвакансене халалласа..." мероприяти ирттерчĕç. Çитĕнекен ăрăва хĕллехи шартлама сивĕре хỹтĕлев чиккине мĕнле тунине каласа кăтартрĕç. Л.Ижедерова аса илĕвĕ вара пурин чунне те çỹçентерме пултарчĕ.

Пандеми вăхăтĕнче культура ĕçченĕсем алă усса ларманнине темиçе тĕслĕхпе те çирĕплетме пулать. Шăнкăртамри культура çурчĕ республика конкурсĕнче "Чи лайăх культура çурчĕ" ята тивĕçни, Хирти Пикшикри халăх театрĕн режиссерĕ Дания Салахова, Сăкăтри ача-пăча пукане халăх театрĕн режиссерĕ Вера Кузнецова "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" сумлă ятсене илни, Чăваш Енре "Хĕрарăм, сан умăнта пуçăма таятăп" конкурса явăçса Сăкăтри культура çурчĕн ертỹçи Вероника Кузнецова гран-прие тивĕçни тата кăмăла çĕклет.

 Пытарма кирлĕ мар, пандеми вăхăтĕнче культура çурчĕсемпе библиотекăсем, музейсем мероприятисене ытларахăшне онлайн мелĕпе йĕркелесе пыраççĕ. Çакă пурин кăмăлне те тивĕçтерместех ĕнтĕ. Ташă-юрă ăстисем сценăшăн, куракансем вара куç умĕнче юрлакан, спектакльсенче вылякан артистсемшĕн тунсăхлаççĕ. Маларахри çулсенче культура çурчĕсен çумĕнчи халăх фольклор ансамблĕсем те ялтан-яла концертсемпе сахал мар тухса çỹретчĕç. Халĕ те пăрахăçа кăлармалла мар вĕсене. Çирĕп йĕркесене пăхăнсан ирттерме пулатех. Районти централизациленĕ клуб системин учрежденийĕсенче çулталăкăн "Чаршав уçăлсан" ăсталăх сезонне уçнă евĕр. Культура çурчĕсен залĕсем пысăк. Мероприятисене сахалрах йышпа ирттерессине мала хумалла. GR-код, ПЦР тест пуррине пăхмалла.

Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче, акă, ноябрĕн 22-мĕшĕнче Чăваш тĕр-рин кунне халалласа "Çĕр пин юрă, çĕр пин ташă, çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕнче" районти пĕрремĕш фестиваль иртрĕ. Уява Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн чăвашăн ытарми культура эткерлĕхне упраса хăварас енĕпе кăларнă хушăвне пурнăçа кĕртсе йĕркеленĕ.

Мероприятие тĕрĕ ĕмĕрне малалла тăсас, çитĕнекен ăрăва халăх ăсталăхĕ патне тимлĕх уйăрма хăнăхтарас, Чăваш тĕррин кунĕн сумне ỹстерес тĕлĕшпе ирттерме тăрăшнă.

Фойере районти тĕрĕ ăстисен ал ĕçĕсене вырнаçтарни кăмăла çĕклерĕ.

Истори эткерлĕхне, культура йăли-йĕркине упраса пыни пĕлтерĕшлĕ. Шăпах çаксем çамрăксене аслă ăру çыннисен ĕмĕртен-ĕмĕре пыракан ырă ĕçне кăтартаççĕ. Юрăсенче вара кăмăл пуянлăхĕ палăрать. Вĕсене халăх фольклор ушкăнĕсем, ансамбльсем, пĕчченшерĕн, икшерĕн шăрантарчĕç.

 Культура ĕçченĕсен карантин, самоизоляци вăхăтĕнче те çынсен кăмăлĕ ан пăсăлтăр тесе тăрăшмалла. Сайтсенче мероприятисене çутатмалла. Социаллă сетьсемпе туллин усă курсан аван.

Н. НИКИТИНА, район администрацийĕн социаллă аталану тата туризм ыйтăвĕпе ĕçлекен пай начальникĕ

Авангард



26 ноября 2021
14:15
2021 год
Поделиться