Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тикеше илем кỹрет часовня

 Ноябрĕн 18-мĕшĕнче пирĕн районта Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн епископĕ Феодор пулчĕ. Çак кун Пикшик ял тăрăхĕн историне вăл паллă пулăмпа кĕрсе юлчĕ. Феодор владыка, район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов хутшăннипе Тикешре Михаил архангел ячĕллĕ часовньăна уçрĕç. Уяв кĕллине çавăн пекех Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владислав Краснов, район тата ял тăрăхĕн депутачĕсем, Василий Егоров староста, ял-йыш хутшăнчĕç.

Часовня тăвас ĕçе ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе Раççей спорт мастерĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн физкультурăпа спорт кафедрин аслă преподавателĕ Сергей Семенов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - экономика аталанăвĕпе пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Дмитрий Краснов, çар строителĕ, отставкăри офицер Владимир Микка, ял-йыш пысăк тỹпе хывнă. Ăна кĕске вăхăтра хăпартса лартнă.

"Çак куна эпир чылай çул кĕтрĕмĕр. Паянтан вара кунта килсе вилнисене асăнса, пурăнакансемшĕн сывлăх ыйтса çурта çутма пулать. Уяв кĕллисене, панихидăсене ирттерме май пур. Ку аслă ăрури çынсемшĕн çеç мар, ачасемпе мăнуксемшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Часовня пирĕн халăхăн йăли-йĕркине сыхласа хăварас ĕçе витĕм кỹретех. Вăл федераци пĕлтерĕшлĕ культура палăкĕнчен - Тикеш хулашĕнчен - инçех мар вырнаçни те кăмăллă. Çак лапама çĕнетес енĕпе районăн планĕсем пысăк",- терĕ Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владислав Краснов.

 Паянхи кун районта 15 чиркỹ, 16 часовня, 19 мечĕт ĕçлет. Патăрьелĕнчи Державная Турă Амăшĕн иконĕ ячĕллĕ чиркỹре строительство ĕçĕсем малалла пыраççĕ.

Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн епископĕ Феодор владыка район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа власть органĕсемпе тĕн пĕрлешĕвĕсем килĕштерсе ĕçлесе халăха кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен воспитани памалли малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕç. Кирек хăш мероприятинче те коронавирус пандемийĕнчен асăрханассине тĕпе хума ыйтрĕç. Вакцинаци тутарма сĕнчĕç.

А. ИВАНОВА

Авангард



23 ноября 2021
10:47
2021 год
Поделиться