Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Участковăй та, инспектор та - çирĕп йĕркешĕн

Район полицийĕн участокри уполномоченнăйĕсем йĕрке хуралĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем преступлени тăвакансемпе кĕрешнипе пĕрлех вырăнти халăх пурнăçĕн тăнăçлăхĕшĕн те яваплă. Çул çитмен ачасем преступлени тăвасран тимлекен инспекторсем те çирĕп йĕркешĕнех. Вĕсен тĕп тĕллевĕ - çитĕнекен ăру "хура ĕç" тăвасран асăрханасси, вĕсене мĕн ачаран саккунлăха пăхăнма хăнăхтарасси. Акă, мĕн пĕлтерчĕ асăннă службăсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн участокри уполномоченнăйсен тата çул çитмен ачасен уйрăмĕн начальникĕн çумĕ-çул çитмен ачасемпе ĕçлекен пай начальникĕ, полици майорĕ Алина Каргина.

- Пирĕн район республикăра халăх йышĕпе пысăккисенчен пĕри шутланса тăрать. Çавăнпа та районти полици сотрудникĕсен йĕрке хуралĕнче пикенсе тăрăшмалли ĕç калăпăшĕ пĕчĕк мар. Вăл шутра участокри уполномоченнăйсен те самай калăпăшлă. Районти 56 ялта, 19 ял тăрăхĕн территорийĕнче полицин участокри 10 пункчĕ пур. Чылай участковăй икшер е тата та ытларах ял тăрăхĕнчи халăхпа ĕçлет.

Кăçалхи вунă уйăхра участокри уполномоченнăйсем халăхран кĕнĕ 2939 ыйтăва пăхса тухнă. Çак кăтарту иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 19 процент ытларах. Асăннă тапхăртах 172 преступление шута илнĕ. Йывăр преступленисен шучĕ ỹснĕ. Çав вăхăтрах обществăлла вырăнта преступлени тăвакансем 14 процент чакнă. Çакă, паллах, участокри уполномоченнăйсен малашнехи ĕçне хавшатмалли сăлтав пулмалла мар, обществăлла вырăнти тимлĕхе сăнасах тăмалла.

Районти участокри уполномоченнăйсем те, çул çитмен ачасемпе тимлекен инспекторсем те ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе, профилактика субъекчĕсемпе тачă çыхăнура ĕçлеççĕ. Вырăнта пулса иртекен пăтăрмахсене, çитменлĕхсене профилактика канашĕнче сỹтсе яваççĕ, час-часах вырăнсенче пĕрлехи рейд ирттереççĕ, йывăр шăпаллă çемьесенче пулаççĕ, уйрăм шутра тăракан çул çитмен ачасем çитĕнекеннисенче профилактика калаçăвĕсем йĕркелеççĕ, эрех-сăрапа иртĕхекен, ашшĕ-амăшĕн тивĕçне кирлĕ пек пурнăçламаннисемпе тĕл пулса калаçаççĕ тата ытти те. Сăмах май каласан, профилактика субъекчĕсемпе кăçал ку таранччен оперативлă профилактика мероприятийĕсене ултă хутчен ирттертĕмĕр. Юлашкинчен октябрĕн 4 - 22-мĕшĕсенче "Полици тата ачасем" операци пулчĕ.

Çакна та палăртса хăвармалла. 2021 çулхи январь-октябрь уйăхĕсенчи кăтартусемпе çул çитмен ачасем тăвакан преступленисем ỹснĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтра 4 уголовлă ĕç пуçарнă, кăçал - 6. Вĕсем тĕрлĕ сăлтавпа çыхăннă. Ытларах ачасем ют пурлăха вăрланă тĕслĕхсем пулнă.

Кăçалхи 10 уйăхра пирĕн отделени сотрудникĕсем тĕрлĕ сăлтавпа 213 протокол çырнă. Çул çитмен 54 ачана административлă яваплăх тыттарнă. Вăл шутра обществăлла вырăнта ỹсĕр пулнăшăн 19, кирлĕ мар вырăнта чикарккă туртнăшăн 13, пĕчĕк хулиганла ĕçшĕн 7 протокол тата ытти те. 136 ашшĕ-амăшне çул çитмен ачисене воспитани парас ĕçре хăйсен тивĕçне кирлĕ пек пурнăçламаншăн РФ КоАПăн 5.35 статйин 1 пайĕпе айăпланă.

Калаçăва А. ЕГОРОВА çырса илнĕ

Авангард



16 ноября 2021
10:06
2021 год
Поделиться