Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Арçын хăйне вилсе чĕрĕлнĕ пекех туять

ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ тĕп больницăри ковид уйрăмне Шăнкăртамри Р. Абдулвалеев икĕ ỹпки те 100 процент сиенленнипе çакланнă. Тухтăрсемпе медицина сестрисен професси ăсталăхне, пысăк тимлĕхне пула 61 çулти арçын больницăран сывалса тухнă. Тĕрĕссипе вăл паян хăйне вилсе чĕрĕлнĕ пекех туять. Çавăнпа та пациент районти тĕп больницăри ковид уйрăмĕнче унăн сывлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшнă ĕçченсене куççуль витĕр, чун-чĕререн тав тăвать. Коронавируса парăнтарма çăмăл пулманнине туйса тата ăнланса Рифкать Шафигуллович пурне те прививка тутарма, усал амакран сыхă пулма сĕнет. Хăй маларах вакцина яртарманшăн çав тери ỹкĕнет. Тепĕр ултă уйăхранах арçын сиплев учрежденине прививкăна кайма ĕмĕтленет.

Районти тĕп больницăри инфекци уйрăмĕн заведующийĕ Антонина Чернова хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх паянхи куна ковид уйрăмĕнче 81 çын сипленет. Вĕсенчен 8-шĕ çеç прививка тутарнă. Çакнашкал чирлисене сывалма та ансатрах пулнине пĕлтерчĕ тухтăр. Чиртен хăтăлайманнисем вара пĕри те вакцина яртарман. Хальхи вăхăтра коронавирус лăпланса пыни туйăнмасть-ха. Çавăнпа та чиртен хỹтĕленмелли чи шанчăклă мелсенчен пĕри вакцина пулнине никамăн та манса каймалла мар. Санитарипе гигиенăна, маска режимне, дистанцие пăхăнасси те кашни çыншăн сывлăха сыхламалли çирĕп йĕрке пулмалла.

Авангард



12 ноября 2021
09:37
Хроника
Поделиться