Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уявран - тулли кăмăлпа, сумлă наградăсемпе

Ноябрĕн 3-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленость ĕçченĕсен кунне савăнăçлă лару-тăрура уявларĕç. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пыракан сумлă делегаци мероприятие хутшăннă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев аграрире ĕçлекенсене професси уявĕпе саламланă. Вăл ял хуçалăхĕнче вăй хуракансене çĕре юратнăшăн, чăтăмлăхшăн, шаннă тивĕçе чунтан пурнăçланăшăн, агропромышленность комплексĕн ветеранĕсене отрасле аталантарма пулăшнăшăн, çитĕнекен ăрăва, çамрăк специалистсене хăйсен опытне панăшăн тав тунă, ял хуçалăхĕнчи пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталанма тивĕçлĕ условисен пĕлтерĕшне палăртнă.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов отрасль кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Федерацин Атăлçи округĕнче республика 100 гектартан çĕр улми туса илессипе - пĕрремĕш (Раççейре тăваттăмĕш), пахча çимĕçпе - иккĕмĕш (Раççейре 15-мĕш), сĕтпе - иккĕмĕш (Раççейре 10-мĕш), аш-какайпа - (Раççейре 18-мĕш), пыл туса илессипе (Раççейре 11-мĕш) тата ял хуçалăхĕн пĕтĕмĕшле продукцин калăпăшĕпе е урăхла каласан кашни гектартан мĕн чухлĕ укçа ĕçлесе илнипе (Раççейри 85 субъект хушшинче 24-мĕш вырăн) тăваттăмĕш вырăн йышăннă.

Мероприятинче производствăпа экономика кăтартăвне лайăхлатассишĕн ăнăçлă ĕçленĕ, пысăк çитĕнỹсем тунă районсене, агропромышленность организацийĕсене, фермер хуçалăхĕсене ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тата ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов диплом тата укçан преми парса хавхалантарнă.

 Уявран Патăрьелсем те тулли кăмăлпа таврăннă. Çакна валли сăлтавсем те пур. 34601 гектартан пуçласа 54000 гектар таран ял хуçалăх çĕрĕсемпе усă куракан муниципалитетсем хушшинче ирттернĕ ял хуçалăхĕ экономика ăмăртăвĕнче Патăрьел районĕ пĕрремĕш вырăн йышăннă!

"Корма" çĕр ĕç фирми çĕр улмин пысăк тухăçĕшĕн тата ăна пысăк калăпăшпа туса илнишĕн "Ял хуçалăх организацийĕсем хушшинче ял хуçалăх производствине эффективлă ертсе пынăшăн" номинацире иккĕмĕш вырăна тухнă.

Ĕçре палăрнисем те наградăна тивĕçнĕ. "Исток" çĕр ĕç фирминчи Владимир Романов тракториста ял хуçалăхĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçĕсемшĕн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2021 çулхи октябрĕн 25-мĕшĕнче кăларнă 171-мĕш указĕпе килĕшỹллĕн "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ" хисеплĕ ята панă.

Мускавра çуллен йĕркелекен "Ылтăн кĕркунне" куравран та Патăрьелсем пушă алăпа килменччĕ. Район администрацийĕ "Ял территорийĕсен комплекслă аталану сферинче пысăк çитĕнỹсем тунăшăн" конкурсри "Ял территорийĕсене комплекслă аталантарассине йĕркеленĕ чи лайăх муниципалитет" номинацире пăхăр медале тивĕçнĕ. Ыхра Çырминчи Решит Санзяпов фермер "Пысăк пахалăхлă апат-çимĕç продукцине туса илнĕшĕн" конкурсран 9 ылтăн медальпе таврăннă.

Районта ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен професси уявне ноябрĕн 11-мĕшĕнче ковида хирĕçле мероприятисене пурнăçласа паллă тăваççĕ.

(Хамăр корр.)

Авангард



09 ноября 2021
11:10
2021 год
Поделиться