Налука вăхăтра тỹлемелле
Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Чернова районăн пĕрлештернĕ бюджетне тупăш кĕртессине ỹстерес, ĕç укçипе тулли тата вăхăтра тивĕçтерес ыйтупа ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Мероприятие район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, суд приставĕн, налук службин, социаллă страховани фончĕн, тĕрĕслевпе шутлав органĕн представителĕсем те хутшăннă.
Ларăва тỹлевпе 2,1 млн тенкĕ парăма кĕнĕ юридика 11 сăпатне, уйрăм 6 предпринимателе чĕннĕ. Çавăн пекех тĕрлĕ шайри налука вăхăтра тата йăлтах татас, "сăрă" шалăва пĕтерес, официаллă йĕркепе çирĕплетмен ĕç вырăнĕсенче тăрăшакансене чакарас ыйтусене те сỹтсе явнă. Сăмах май, комиссие чĕннĕ парăмçăсен тỹлесе çитерейменни 0,5 млн тенкĕпе (23,8 процентпа) танлашнă.
Комисси ларăвне "Арина", "Виктория" пĕрлешỹсем, "Мир", "Малалла", "Первомайск" хуçалăхсем, В. Кутузов фермер хуçалăхĕн ертỹçи, М. Куданов, С. Никитин, Ю. Краснов уйрăм предпринимательсем килмен, парăмĕсене татман.
Комисси хăйĕн ĕçне тивĕçлĕ шайра туса пырать, 10 уйăхра 15 лару ирттернĕ. Вĕсенче 121 предприятие итленĕ, бюджета 2,8 млн тенкĕ налук кĕртнĕ.
(Хамăр корр.)
Авангард