Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çамрăк çăлавçăсем пушар хăрушлăхне сирме те маçтăр

КИВĔ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти çамрăк çул-йĕр инспекторĕсем тĕрлĕ шайри ăмăртăва хутшăнаççĕ. Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти В. Антипов ертсе пыракан çамрăк çăлавçăсем вара пушарпа çыхăннă хăрушлăхра нихăçан та çухалса каймаççĕ. Вĕсем вут-кăвара сỹнтермелли мелсене те, инкекре суранланнисене малтанхи пулăшу пама тата ытти йĕркене те аван пĕлеççĕ. Нумай пулмасть çеç республикăра çамрăк çăлавçăсем хушшинче иртнĕ конкурсра вĕсем виççĕмĕш вырăна тухнă. Команда чысне М. Куделина, И. Иванов, К. Козлов, А. Задоров хỹтĕленĕ.

Авангард



29 октября 2021
09:22
Поделиться