Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Террорла хăрушлăха сирес тĕллевпе - вĕрентỹ

ÇАК кунсенче Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкула террористсем "тапăннă". Шкул коллективне инкекрен хăтарас, шкул ачисемпе вĕрентекенсен хăрушлăхне сирес, вĕсене эвакуацилес тĕллевпе полици тата Росгварди сотрудникĕсем туххăмрах çитнĕ. Вĕрентỹ тренировки шутлă минутра пулса иртнĕ. Малтанах пĕрремĕш хутра кĕçĕн классенче вĕренекен 171 ачана шкул çуртĕнчен кăларнă. Çав вăхăтра аслă класра вĕренекенсемпе педагогсем "террористсенчен" асăрханса вăхăтлăха иккĕмĕш хутри пĕр класа питĕрĕнсе ларнă. Вĕрентỹ тренировкине 2 минут та 30 çеккунтра туса ирттернĕ.

Терроризм этемлĕхшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратакан пулăм. Ăна парăнтарма мар, унтан асăрханма ансатрах. Çавăнпа та районти вĕрентỹ учрежденийĕсенче çакнашкал тренировкăсем малашне те пулсах тăрĕç.

Авангард



15 октября 2021
10:21
Поделиться