Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Алексей Михайлов хастарлăхĕ çамрăк хоккеистсене хавхалантарĕ

ПУРНĂÇРА ырă çынсем юнашар пулни нумай-нумай пархатарлă ĕç тума пулăшать. Çĕнĕ Ахпỹртри Алексей Михайлов хастар ялта хăйĕн вăйĕпе ачасен хоккей командине тытса тăни пирки "Авангард" хаçатра пĕрре мар пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Учитель-тренер çитĕнекен ăрăвăн ăсталăхне çулсеренех ỹстерсе пыни савăнтарать çеç мар, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх те. Çамрăк спортсменсем çулсеренех республика шайĕнчи "Ылтăн шайба" тата ытти ăмăртăва хутшăнса мала тухаççĕ. Çакă шăпах унăн ĕçĕн результачĕ. Команда чысне хỹтĕлекенсем ытларах нумай ачаллă тата йывăр шăпаллă çемьесенчен. Çавăнпа та хоккей тумне вĕсем хăйсем "ĕçлесе" тунă çĕнтерỹсен укçи-тенкипе туянаççĕ.

Авангард



15 октября 2021
10:23
Хроника мероприятий
Поделиться