Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тĕп тĕллев - пушар хăрушсăрлăхне пăхăнасси

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова Раççей МЧСĕн надзор тата профилактика ĕçĕпе тимлекен Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн территори подразделенийĕн начальникĕсемпе Турханти культура çуртĕнче ирттернĕ семинар-канашлăва хутшăннă. Унта 2021 çулхи январь-сентябрь уйăхĕсенчи служба ĕçĕ-хĕлне пăхса тухнă.

Семинар-канашлăва Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн начальникĕ - шалти ĕçсен службин полковникĕ Валерий Зеленин ертсе пынă.

Пĕтĕмлетỹ семинарĕнче Чăваш Рес- публикинче пулнă пушарсене пăхса тухнă, вырăнсенче пушар хăрушсăрлăх, гражданла хỹтĕлев тата чрезвычайлă лару-тăру йĕркине мĕнле пăхăннине, тăхăр уйăхри ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ, Раççей Федерацийĕн, Раççей МЧСĕн право ыйтăвĕпе çыхăннă çĕнĕ саккунсемпе палаштарнă. Кунтах уйрăмах палăрнă служба сотрудникĕсене ведомство наградипе - Раççей МЧСĕн меда- лĕпе чысланă.

(Хамăр корр.)

Авангард



12 октября 2021
08:48
2021 год
Поделиться