Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

QR-код ыйтĕç

Октябрĕн 11-мĕшĕнчен тытăнса республикăри социаллă пурнăçпа культура учрежденийĕсене, общество апатланăвĕн пункчĕсене çынсене вакцинациленнине ĕнентерекен GR-кодпа е сертификатпа кăна кĕртме тытăнĕç. Е коронавируспа чирлесе сывалнăранпа çур çул иртменнине, антителасен виçи пысăккине çирĕплетекен справкăсем пулмалла.

Районта та коронавируспа çыхăннă эпидемиологи лару-тăрăвĕ çивĕч-ха. Патăрьел больницинче 70 койка çак тĕллевпе уйăрнă пулсан, выртакансен хисепĕ 80ран та иртет. Вĕсенчен çуррине яхăн Юхмапа Пăла тăрăхĕн çыннисем. Килте сипленекенсен йышĕ те 100 çын урлă каçнă.

Чир ан ертĕр тесен вакцинаци тутарасси çине тимлĕх уйăрмаллах. Прививка коронавирусран хỹтĕленмелли чи шанчăклă мел шутланать. Эмел яртарас тесен "122" номерпе шăнкăравласа, Патшалăх пулăшăвĕн порталĕ е поликлиникăн регистратури урлă та çырăнма пулать. Çавăн пекех ялти фельдшерпа акушер пунктне кайсан та сирĕн ыйтăва тивĕçтерме пулăшĕç. Медицина ĕçченĕсем каланă тăрăх, ытларах прививка тутарманнисем чирлеççĕ. Вакцина яртарнисем вара коронавирус ерсен те çăмăллăн чирлесе ирттереççĕ.

А. ИВАНОВ.

Авангард



08 октября 2021
10:01
Публикации
Поделиться