Тăрăшуллисем чыса тивĕçрĕç

Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх çуртĕнче Воспитатель тата шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕнче ĕçлекенсен кунĕ ячĕпе чыслав иртрĕ.

Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, вĕрентỹ сферинчи профсоюз организацийĕн райкомĕн председателĕ Светлана Елагина, шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсен ертỹçисем, ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Уява «Центральнăй» ача сачĕн воспитанникĕсем пуçларĕç.

«Шкул çулĕчченхи самант- шухăшсăр ачалăхăн пурнăçĕнчи хаклă вăхăт. Пире пурне те пĕр тĕллев пĕрлештерет. Сирĕн ĕçĕр районта пурăнакан чи кĕçĕннисене пурнăçри малтанхи утăмсене тума пулăшать, ачасенче ырăлăх, тĕрĕслĕх, нумай пĕлеслĕх туйăмĕсене çуратать. Районти шкул çулне çитмен ачасен кашни учрежденийĕ - пĕчĕк тĕнче, унта çутă ĕмĕтсем, интереслĕ пуçарусем пур. Шăпах эсир ачасен пултарулăхне аталантармалли никĕсе хыватăр», - терĕ уяв ячĕпе саламласа Рудольф Селиванов.

Нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, курăмлă çитĕнỹсемшĕн Патăрьелĕнчи «Сказка» ача садĕнчи музыка ертỹçине Татьяна Базуновăна Раççей Федерацийĕн çутĕç министерствин Хисеп грамотипе наградăларĕç. Красномайскинчи пуçламăш шкул-ача садĕнчи Елена Васильева, Первомайскинчи «Шуçăм» ача садĕнчи Галина Киргизова, Патăрьелĕнчи «Василек» ача садĕнчи Галина Кольцова, Турханти «Çеçпĕл» ача садĕнчи Галина Кудрявцева воспитательсем республикăри вĕрентỹ, çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотине тивĕçрĕç.

Çавăн пекех тăрăшуллисене район администрацийĕн, вĕрентỹ управленийĕн Тав хучĕсемпе тата Хисеп грамотисемпе те чысларĕç.

Вĕрентỹ сферинчи профсоюз организацийĕн райкомĕн председателĕ Светлана Елагина профсоюз ĕçне хастар хутшăнакансене республикăри профсоюз организацийĕн комитечĕн Хисеп грамотисене пачĕ.

Вĕрентỹ ĕçченĕсен физкультурăпа сывлăх 42-мĕш Спартакиадин ăмăртăвĕсене пĕтĕмлетрĕç. Сăкăтри «Çăлкуç» ача сачĕн коллективĕ (профсоюз организацийĕн председателĕ С.Мишина) виççĕмĕш вырăна, Шăнкăртамри «Ромашка» ача сачĕн ĕçченĕсем (Г.Тазюкова) иккĕмĕшне тухнă, Патăрьелĕнчи «Сказка» ача сачĕ (М.Кисеева) çĕнтерỹçĕ пулнă. Вĕсене управлени тата профсоюз организацийĕн грамотисемпе, кубокĕсемпе, парнесемпе хавхалантарчĕç. Уявра воспитанниксемпе педагогсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Авангард



01 октября 2021
12:16
Хроника мероприятий
Поделиться