Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Террорла пулăмран асăрханар

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова террора хирĕç кĕрешекен районти комиссин ларăвне ирттернĕ.

Ларăва ертсе пынă май Светлана Алексеевна районта ку тĕлĕшпе лару-тăру лăпкă пулнине, çак ыйтăва тăтăшах тимлĕхре тытнине пĕлтернĕ. Çапах та комисси ларăвне хутшăннисем умĕнче çын пурнăçĕпе çыхăннă хăрушă пулăмран сыхланса яваплă органсен тимлĕхе çухатмалла маррине çивĕчлетнĕ.

Комисси ларăвĕнче вĕрентỹ учрежденийĕсем 2021-2022 вĕренỹ çулне хатĕрленсе террора хирĕç хỹтĕленмелли, унтан асăрханмалли йĕркесене мĕнле пурнăçланине, ку тĕлĕшпе ертỹçĕсем саккунпа килĕшỹллĕн мĕнле мерăсем йышăннине сỹтсе явнă, терроризм ыйтăвĕпе хăрушлăха сирмелли мелсем, профилактика ыйтăвне вăйлатмаллине çивĕчлетнĕ.

А. НИКОЛАЕВА

Авангард



01 октября 2021
12:11
Поделиться