Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çитетпĕр тăхăрвунна, иртетпĕр çĕртен

ÇЫННĂН пурнăçĕнчи кашни тапхăр хăйне майлă лайăх. Шухăшсăр ачалăх, хавас çамрăклăх сисĕнмесĕрех иртсе каяççĕ. Унтан ачасем, вĕсене ура çине тăратасси пуçланать. Каярах мăнуксемпе савăнатпăр, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе хăпартланатпăр. Çапла ватлăх умне те çитсе тăратпăр. Куншăн та хĕпĕртемелле, мĕншĕн тесен кашнийĕшне пỹрмен кун пек шăпа. Тăххăрмĕш теçеткепе пыркансене вара чăннипех те телейлĕ теме те пулать. Вĕсем- йăха упракансем, çемьене пĕр чăмăра пухакансем. Республикăра 90-99 çулсенчи 5309 çын пурăнать, вĕсенчен 267-шĕ - пирĕн районтан. Пĕр ĕмĕр чикки урлă каçнисем Чăваш Енре 49-ăн, тăваттăшĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕнче тĕпленнĕ. Акă, Туçа ял тăрăхне кĕрекен Козловкăри Михаил Наташкин кăçалхи февральте 100 çул тултарчĕ. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ.

Авангард



28 сентября 2021
15:58
2021 год
Поделиться