Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсен тав сăмахĕ

Хисеплĕ ентешсем!

Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйламалли вăхăт вĕçленчĕ, пĕтĕмлетỹсем паллă. Эпир сирĕн шанăçа малтанхи кунтан пуçласа суйлав вĕçленичченех туйса тăтăмăр. Патăрьел район çыннисене суйлава хутшăннăшăн, хăвăр сассăра пирĕншĕн панăшăн, пире шаннăшăн, ырă канашăрсемшĕн чун-чĕререн тав тăватпăр! Ку пирĕншĕн чыс кăна мар, пысăк яваплăх та.

Эпир сирĕнпе малашне те тĕл пулсах тăрăпăр, пĕрлехи тĕллевсене палăртăпăр, вĕсене мĕнле пурнăçланипе паллаштарăпăр. Район, республика аталанăвĕшĕн пĕрле тăрăшăпăр. Пирĕн тĕп вăй - пĕрлĕхре! Яланах малалла шанчăклăн пăхар!

Сире хисеплесе Олег Мешков, Валерий Антонов



23 сентября 2021
15:55
Поделиться