Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ял старостисен ěçěпе паллашнă

Чăваш Республикин муниципалитет йěркеленěвěсен Канашěн ěç тăвакан директорě Станислав Николаев Юхмапа Пăла тăрăхěнче ěçлě çул çÿревпе пулнă май Патăрьел район администрацийěн пуçлăхěпе Рудольф Селивановпа Шăнкăртам, Çěньял тата Шăхач ял тăрăхěсенче «Ял старостин вырăнти пěлтерěшлě ыйтусене татса парас, çынсене çак ěçе явăçтарас тата халăхăн хастарлăхне ÿстерес енěпе тимлекен ěç опычě» темăпа канашлу ирттернě.

Станислав Николаев каланă тăрăх çак ыйтăва çитес уйăхра республикăра йěркелеме палăртнă ял тăрăхěсен форумěнче анлăн сÿтсе явасшăн.

А. ИЛЬИН

Авангард



14 сентября 2021
13:44
2021 год
Поделиться