Килсех тăччăр çуралнă кунсем

Хальтерех кăна районăн 90 çулхи юбилейне паллă тунăччĕ, унтанпа тăватă çул та иртсе кайрĕ. Сăмах май, Патăрьел районĕ 1927 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче Аслă Патăрьел ятпа йĕркеленнĕ, хальхи ята ăна 1935 çулта панă. Сентябрĕн 6-мĕшĕнче Патăрьелĕнче тĕп лапамра Юхмапа Пăла тăрăхĕн черетлĕ çуралнă кунне анлăн паллă турĕç. Уявпа район çыннисене, хăнасене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, "Чăвашгосснаб" пĕрлешĕвĕн директорĕ Валерий Антонов саламларĕç.

Çак кун "Çăкăр" краеведени музейĕ уçă тỹпе айĕнче район пурнăçĕпе паллаштаракан курав йĕркелерĕ. Патăрьелĕнчи ача-пăча ỹнер шкулĕнче вĕренекенсем концерт кăтартрĕç.

 (Хамăр корр)

Авангард



10 сентября 2021
14:18
Поделиться