Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Бизнес вăй илет, район аталанать

Сентябрĕн 2-мĕшĕнче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхре ĕçлекенсен "Манăн бизнес" форумĕ иртнĕ. Патăрьелĕнче йĕркеленĕ мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов уçнă. Вăл Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пĕчĕк тата вăтам бизнес аталанăвĕ пирки каласа панă.

- Район территоринче влаçпа бизнес тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Пирĕн тĕп тĕллев - производствăпа социаллă сферăна аталантарасси, халăх пурнăçне хăтлăлатасси, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçасси, çапла тусан çеç муниципалитетпа предпринимательлĕх вăй илеççĕ. Пĕрле, патшалăх пулăшăвĕпе усă курса эпир палăртнă тĕллевсене, ялти пурнăçа хăтлăрах тума май паракан çĕнĕ проектсене ăнăçлă ĕçе кĕртме пултаратпăр, - тенĕ Рудольф Васильевич хăйĕн сăмахĕнче.

Форума ЧР экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕн министрĕн çумĕ Денис Спирин, ЧР предпринимательсен правине хỹтĕлекен уполномоченнăй Александр Рыбаков, "Чăваш Республикинчи пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшакан агенство" микрокредит компанин директорĕн çумĕ Владимир Егоров, "Чăваш Республикин гаранти фончĕ" пĕрлешĕвĕн директорĕн пĕрремĕш çумĕ Андрей Игнатьев, республиăри бизнес-инкубаторăн "Бизнес аталанăвĕн центрĕ" пай представителĕ Николай Кузьмин хутшăннă.

Мероприятинче предпринимательлĕхе аталантармалли, пулăшу памалли майсем, кредит илнĕ чухнехи çăмăллăхсем, условисем пирки сăмах хускатнă. Уйрăмах "Ỹстересси" проекта тимлĕх нумай уйăрнă: кам унта хутшăнаять тата вăл мĕн парать? Коммерци банкĕсем кредит панă чухне тухакан ыйтусене мĕнле татмалла? Çакăн пирки бизнесменсем тулли хуравсем илнĕ.

Экономика наукисен кандидачĕ, компанисене аталантарассипе ĕçлекен консультант Надежда Белова форума хутшăнакансемпе ятарлă сесси ирттернĕ. Патăрьелĕнчи агрокласра вĕренекенсен сĕнĕвĕсем, шухăшĕсем уйрăмах интереслĕ пулнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов çакă районăн малашлăхĕ пуррине, çамрăксем хатĕррине çеç кĕтсе ларманнине, тĕллевĕсем пысăккине, пуласлăхра вĕсене пурнăçа кĕртме май пуррине, хăйсен ĕçне аталантарма, хамăр пурăнакан вырăна тата та ытларах хăтлăлатма май панине палăртса хăварнă.

Предпринимательсем, форума хутшăнакансем мероприяти усăллă пулнине, çĕнĕлĕхсем, кирлĕ информаци нумай пĕлнине каланă.

О. ПАВЛОВА

Авангард



07 сентября 2021
09:37
2021 год
Поделиться