Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнĕ вĕренỹ çулне - çĕнĕ çулпа

Район центрĕнчи Карл Маркс урамĕнчи çул шăтăк-путăкланса пĕтнĕрен техникăпа кăна мар, çуран та çỹреме кансĕрччĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти кĕçĕн классенче вĕренекенсен те çĕнĕ пĕлỹ çуртне çакăнтанах çỹреме тивнĕрен ашшĕ-амăшĕ те, ачисем те хăйсен тарăхăвне пытармастчĕç. Сентябрĕн пĕрремĕшĕнче çул ыйтăвĕ татăлчĕ.

Пĕр çухрăм тăсăлакан автоçула кăçалхи май уйăхĕнче ял территорийĕсен комплекслă аталанăвĕн программипе килĕшỹллĕн тума пуçланă. Ăна 2022 çулта тин хута ямаллаччĕ. Ыйту çивĕч тăнине шута илсе "ДОРРСАР" пĕрлешỹ (ертỹçи Вячеслав Козлов) ăна кĕске вăхăтра юсаса çĕнетрĕ. Паян çатма пек тикĕс çул регион шайĕнчи "Калинино - Патăрьел - Елчĕк" çулпа çыхăнать те Александр Табаков урамĕпе пĕрлешнĕ çĕрех, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн кĕçĕн класĕсем вĕренекен корпус патне çитиех тăсăлать.

Объекта уçнă çĕре ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕ Владимир Осипов, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Ялуков, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Мешков, "Чăвашгосснаб" пĕрлешĕвĕн директорĕ Валерий Антонов, Турă амăшĕн Державная турăш ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Александр Синяков иерей, Карл Маркс урамĕнче пурăнакансем, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкула çỹрекенсем тата ыттисем те хутшăнчĕç. Ачасем хăйсен савăнăçне палăртса асфальтлă çулпа роликсемпе, велосипедсемпе çил пек ыткăнчĕç.

 Çула савăнăçлă лару-тăрура уçнă хыççăн кĕçĕн классенче ăс пухакансем аслăрах вĕренекенсем тата Степа тете милиционер пулăшнипе хăйсем çул-йĕр правилисене пĕлнине туллин кăтартса пачĕç.

 Çак çул шăпах Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн кĕçĕн классене вĕрентекен корпусĕ патне илсе пынăран сумлă хăнасем вĕренỹ çулĕ пуçланнине халалласа йĕркеленĕ уява та çитрĕç.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ Наталия Андреева линейкăра сăмах илнĕ май çĕнетнĕ çулшăн кашнийĕ хĕпĕртенине, ашшĕ-амăшĕ, ачасен ячĕпе тав сăмахĕ каларĕ. Шкулта Юхмапа Пăла тăрăхĕн экономикине аталанма пулăшакан ачасем çитĕнтерме тăрăшнине каларĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Пĕлỹ кунĕпе ачасене, педагогсене, ашшĕ-амăшне саламланă май районта пилĕкçуллăх комплекслă аталану программипе малашне ялсенчи пурнăç хăтлăхне лайăхлатассипе çине тăрса вăй хунине, çамрăксенче малашлăх пулнине пĕлтерсе çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче ăнăçу сунчĕ.

Пĕрремĕш классем шкул алăкне тин кăна уçнине пăхмасăр маттур. Шăпăрлансем сăвăсем вуларĕç, ташă ташларĕç. Аслисене хăйсен пултарулăхĕсемпе тĕлĕнтерчĕç.

Хумхануллă та савăнăçлă самант - линейкăра пĕрремĕш шăнкăрав янăрани. Ăна 11 класри Игорь Иванов тата пĕрремĕш хут парта хушшине ларакан София Хафизова пачĕç.

О. ПАВЛОВА

Авангард