Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Шăнкăртамра курмалли те, вĕренмелли те пайтах"

Çапла пĕтĕмлетнĕ ĕçлĕ çул çỹреве нумай пулмасть Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи чи пысăк хутлăхсенчен пĕринче - Шăнкăртамра - Рамис Сафин ертсе пыракан "Ульяновск облаçĕнчи тутарсен наципе культура автономийĕ" пĕрлешỹ делегацийĕ.

Хăнасен куçĕпе ял аталанăвне, тутар халăхĕн наци культурине, йăли-йĕркине пысăк хак пани ял тăрăхĕнче халăх пурнăçне лайăхлатассишĕн тăрăшнине тепĕр хут çирĕплетсе парать. Юлашки çулсенче кунта тĕрлĕрен программăпа социаллă культура объекчĕсем çеç мар, ял хуçалăхне аталантарма цехсем уçăлаççĕ, урамсене асфальтпа çыхăнтараççĕ, ача-пăчана выляса савăнма илемлĕ лапамсем, кану вырăнĕсем хута каяççĕ тата ытти те.

Кỹршĕ регионтан килнĕ делегаци 2010 çулта хута кайнă Тĕп собор мечетĕнче пулнă, "Сандугач" ача садĕнчи, Э. Феизов ячĕллĕ вăтам шкулти, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта пыракан пысăк строительство ĕçĕсемпе, ял хуçалăх кооперативĕсемпе, ялти ытти хăтлă вырăнсемпе паллашнă тата ытти те. Юлашкинчен "Муслима" мечет комплексĕнче туслă тĕл пулăва малалла тăснă, пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе, муниципалитетри ырă ĕçсемпе паллашнă.

А. НИКОЛАЕВА

Пĕлме                  

Паянхи куна Шăнкăртамра икĕ ача сачĕ, икĕ вăтам шкул, культура çурчĕ ĕçлет. Кăçал "Ромашка" ача садĕнче тата ялти пĕрремĕш вăтам шкул çумĕнчи хушма çуртпа тĕп корпуса тĕпрен юсас ĕçе вĕçлемелле.

Районта мĕн пурĕ 18 ял хуçалăх потребитель коооперативĕ. Вĕсенчен тăваттăшĕ - Шăнкăртамра.

2020 çулта ялта сĕте тирпейлекен "Баракат" тата "Экопродукт" кооперативсем хута кайнă, 30 ĕç вырăнĕ уçăлнă.

2017 çултанпа ял тăрăхĕ пуçару бюджечĕпе тухăçлă усă курать, çулсеренех халăх пурнăçне

 

Авангард



23 августа 2021
13:38
2021 год
Поделиться