Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕрмĕш мăшăр - Хирти Пикшикрен

ПЫЛ сăпасĕ - августăн 14-мĕшĕ - район администрацийĕн ЗАГС уйрăмĕшĕн хăйне евĕр паллă пулăмпа çырăнса юлнă. Çак кун вĕсем Хирти Пикшикри Камил тата Юлия (Çĕмĕрлерен) Вахитовсене çемье çавăрнă ятпа саламланă. Çамрăксем - Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи кăçалхи çĕрмĕш мăшăр. Каччăпа хĕрĕн аслă шкулта медицина факультетĕнче вĕреннĕ чухнех таса туйăм çуралнă. Çамрăк тухтăрсем иккĕшĕ те хăйсен специальноçĕпе тĕп хуламăрта ĕçлеççĕ. Мăшăрланнине çирĕплетекен юбилейлă свидетельствăпа пĕрлех çамрăк арăмĕпе упăшкине район администрацийĕн пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн ăшă салам открыткине илме çав тери кăмăллă пулнă.

Авангард



20 августа 2021
14:21
2021 год
Поделиться