Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Прививка тăвакансен йышне ỹстермеллех

Бизнес-инкубаторта районти Общество канашĕ "Чăваш Республикин Патăрьел районĕн çыннисене СOVID-19 вирусран вакцинацилессин ыйтăвĕсем" темăпа "çавра сĕтел" ирттерчĕ. Унăн ĕçне район пуçлăхĕ Николай Тинюков, район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикинчи Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьел территори уйрăмĕн начальникĕн çумĕ Светлана Петрянкина, "Чăвашгоснаб" пĕрлешỹ директорĕ, республикăри сусăрсен физкультурăпа спорт федерацийĕн президенчĕ Валерий Антонов, Общество канашĕн членĕсем, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, обществăлла пĕрлешỹсен ертỹçисем, Первомайски тата Туçа ял тăрăхĕсен старостисем хутшăнчĕç. Мероприятие Общество канашĕн председателĕ А.Самакин ертсе пычĕ.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи коронавирус лару-тăрăвĕпе, вакцинацилес ĕç мĕнле пынипе Светлана Петрянкина паллаштарчĕ. "Эпидемиологи лару-тăрăвĕ çивĕч тăрать-ха. Юлашки виçĕ уйăхра районта чирлекенсен йышĕ чакмасть. Унăн çулне пỹлес тесен хỹтлĕх хатĕрĕсемпе усă курмалла, пурин те прививка тутарма тăрăшмалла",- терĕ вăл.

Прививка тутарассинчен ача кĕтекен тата ĕмĕртекен хĕрарăмсен, вăраха кайнă тата инфекции чирĕпе чирлекенсен е хăш-пĕр компонент аллерги пама пултаракансен çеç хирĕçлеме май пур.

Çĕнĕ коронавирус инфекцийĕ сарăласран вакцинаци çеç хỹтĕлеме пултарнине хăйĕн сăмахĕнче пĕрре мар палăртрĕ район больницин тĕп врачĕ Николай Тинюков. Вырăнти ковид уйрăмĕнче ытти район пациенчĕсем те сипленеççĕ. Чирлисен хушшинче вакцинаци тутарнисем те пур. Вĕсем ыттисемпе танлаштарсан, хăвăртрах сывалаççĕ. Çакна та тĕпе хумалла. Вирус штаммĕсем улшăнсах тăни те сиплев меслетне çĕнетсе тăма ыйтать.

Коллективсенчи иммунитета çирĕплетмелле. Кашни çыннăн хăйĕн сывлăхĕ çеç мар, ыттисен те çирĕп пултăр тесе тăрăшмалла.

Специалистсем пăшăрхантаракан ыйтусем çине тулли хуравсем пачĕç. Кашни ял тăрăхĕнчех чирлекенсем пур. Ачасене те çулăхма пăхать вирус. Çамрăксене те шиклентерет. Çавăнпа прививка тутарассине мала хумалла. Аслăрах çулхисен те пăрăнмалла мар вакцина яртарассинчен. Патшалăх пулăшăвне хирĕçлер мар. Интернет тетелĕнчи сас-хурана мала хурас марччĕ.

Прививка тутармашкăн вакцина çителĕклĕ районта. Ăна район больницинче, врач офисĕсенче, фельдшерпа акушер пункчĕсенче яртарма пулать. Халĕ тата ятарлă транспортпа медицина ĕçченĕсем аслăрах çулхисене килсерен пырса прививка тăвассине те йĕркелеççĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, "Чăвашгоснаб" пĕрлешỹ директорĕ Валерий Антонов, А.Прохоров, Р.Сафиуллов, В.Карягин Общество канашĕн членĕсем тата ыттисем те коронавирус çулне вакцинациленсе пỹлмеллине палăртрĕç. Çак ĕçе хальтерех тума сĕнчĕç. Кĕркунне ытти вируслă инфекцисем (грипп, ОРВИ) палăрма пултараççĕ. Унччен организмăн вĕсене хирĕç тăма хатĕрленсе çитмеллех.

РФ Патшалăх Думин, ЧР Патшалăх Канашĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен депутачĕсен (район депутачĕсен Пухăвĕн депутатне палăртас тĕлĕшпе иртекен хушма суйлав) суйлавĕ умĕнхи ĕçсемпе район администрацийĕн йĕркелỹпе тĕрĕслев ĕçĕсен тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе çыхăну тытакан пай начальникĕ Алина Ильина паллаштарчĕ. "Сасăлав виçĕ кун - сентябрĕн 17, 18 тата 19-мĕшĕсенче - пулать. Вăл уççăн иртмелле. Суйлав участокĕсене видеосăнавсемпе тивĕçтернĕ. Коронавирус инфекцийĕ сарăласран йĕркене çирĕп пăхăнмашкăн мĕн кирлине пĕтĕмпех тума палăртнă",- терĕ Алина Геннадьевна.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Авангард



13 августа 2021
11:46
Публикации
Поделиться