Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Коронавируспа чирленисене - анлă диспансеризаци

Коронавирус çынсен умне пысăк хăрушлăх кăларса тăратрĕ. Пирĕн районта та ун серепине çакланса пурнăçран уйрăлнисем сахал мар. Чире парăнтарса ирттерсе янисем те йышлăн. Шăпах вĕсен сывлăхне çирĕплетме пулăшас, коронавируса пула хавшанă организма тĕреклетес тĕллевпе çĕршывра 2021 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен граждансене анлă диспансеризаци тума пикеннĕ. Çынсем хăйсене меллĕ вăхăтра районти тĕп больницăна кайса сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслеттерме пултараççĕ. Тухтăрсем патне çак ыйтупа лекес текенсен патшалăх çăмăллăхĕсем паракан портал урлă та çырăнма пулать. Кашни çыннăн сывлăхĕ - хăйĕн аллинче. Усал чиртен вакцина яртарни те хальхи вăхăтра ăна хирĕç кĕрешмелли тĕп хатĕр шутланать.

Авангард



23 июля 2021
09:48
Публикации
Поделиться