Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çуллахи каникул - пăтăрмахсăр

Кашни ача çуллахи каникула чăтăмсăррăн кĕтет. Виçĕ уйăха тăсăлакан вăрăм кану кунĕсене ырă ĕçпе, усăллă, хаваслă, асра юлмалла ирттересси ачасенчен çеç мар, ашшĕ-амăшĕнчен, аслисен тимлĕхĕнчен те чылай килет. Çак ыйтăва эпир район администрацийĕн çул çитмен ачасемпе тимлекен комиссин ларăвĕсенче, вырăнсене тухса нумай ачаллă, йывăр шăпаллă çемьесемпе йĕркеленĕ калаçусенче тăтăшах хускататпăр. Çуллахи каникул малалла тăсăлнă май, хăш-пĕр ыйтăва тепĕр хут çивĕчлетесшĕн.

 Хальхи вăхăтра районти ялсенче аслашшĕ-асламăшĕ патне хуларан вăхăтлăха пурăнма килнисем те чылай. Çул çитмен ачасем пĕрле пухăнсан шавлă та, шухă та. Çавăнпа та чăн малтанах килте электричество, газ приборĕсем вĕсемшĕн хăрушлăх кăларса ан тăратчăр тесе тăрăшмалла. Вĕсене унта-кунта кайнă чухне сỹнтерсе хăвармалла, ачасене усă курма ирĕк памалла мар.

Кирек мĕнле инкеке те хамăр çеç сирме пултаратпăр. Хальхи вăхăтра ачасем чỹречерен тухса ỹксе суранланма пултарасси те çивĕч ыйтусенчен пĕри. Уйрăмах шăпăрлансене килте пĕччен е тимлĕхсĕр хăвармалла мар. Кантăксене хупмалла, чỹрече умĕнчи пукансене те айккине илсе хумалла, пĕчĕк ача унта хăпарса ан кайтăр.

Кăçал пирĕн районта ку таранччен шывра путса вилнĕ тĕслĕх пулмарĕ. Инкек-синкекрен Турă сыхлатăрах, паллах. Çапах та çакă паян та çул çитмен ачасен сывлăхĕпе, вĕсене тимлĕх уйăрассипе çыхăннă çивĕч ыйтусенчен пĕри. Çуллахи каникул никамшăн та усал ĕçпе асра ан юлтăр тесен ачасене хăйсем тĕллĕн шыва кĕме ан ярăр. Ку тĕлĕшпе аслисен те тимлĕ пулмалла, пĕлмен вырăнта ишсе теветкеленмелле мар.

Л. КОМИССАРОВА, район администрацийĕн çул çитмен ачасен прависене хỹтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен комиссин секретерĕ

Авангард



20 июля 2021
09:05
Поделиться