Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хире юсавлă техника тухтăр

Çурхи хирти ĕçсем пуçланас умĕн çулленех тракторсемпе прицепсене, хăй тĕллĕн çỹрекен ытти техникăна патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр кăлараççĕ. Вырма умĕн те тыр-пул пуçтаракан тата выльăхсене валли апат хатĕрлекен комбайнсен юсавлăхне ятарлă комисси пăхма тухать. Вăл июлĕн 15-22-мĕшĕсенче районти 19 ял тăрăхĕнче палăртнă графикпа килĕшỹллĕн пулать.

Комисси членĕсем комбайнсен регистраци докуменчĕсем пуррине, руль управленийĕ, тормоз системи, сигнал параканни, çутатакан хатĕрсем юсавлине, çавăн пекех ĕçе тухма юрăхлине, çын пурнăçĕшĕн, экологишĕн хăрушлăх кăларманнине тĕрĕслеççĕ. Техника хăрушсăрлăхне пăхăнассине те тимлĕх уйăраççĕ.

И. Васильев, Патшалăх техника надзорĕн районти аслă инспекторĕ.

Авангард



13 июля 2021
15:51
Публикации
Поделиться