Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тавах сире, тухтăрсем!

Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче медицина ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Çак ятпа вĕсене, ветерансене район пуçлăхĕ, больницăн тĕп врачĕ Николай Тинюков, район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов саламларĕç. Рудольф Васильевич каварлă коронавирус чирĕпе кĕрешес ĕçе тивĕçлĕ туса пынăшăн тав турĕ, ăнăçусем, çитĕнỹсем сунчĕ.

Медицина ĕçченĕсен çитĕнĕвĕсене тĕрлĕ шайри наградăпа палăртнă. Коллективăн хăпартланмалли пурах. Район больници республика конкурсĕнче "Яллă вырăнта сывлăх сыхлавĕпе тивĕçтерекен чи лайăх учреждени" номинацире çĕнтернĕ. Фирия Хафизова акушер-гинеколог вара республикăри "Чи лайăх акушер-гинеколог" ята тивĕçнĕ. "Республикăри васкавлă пулăшу медицина центрĕн" Патăрьелĕнчи подстанцийĕн фельдшерĕ Лилия Асейнова "Васкавлă медицина пулăшăвĕн чи лайăх фельдшерĕ" ята çĕнсе илнĕ. Патăрьелĕнчи тĕп больницăн инфекци уйрăмĕн, ковид центрĕн заведующийĕ Антонина Чернова врач-инфекционист "Авангард" хаçат ирттернĕ "Çулталăк çынни" конкурс çĕнтерỹçи тата районти професси ăстисен конкурсĕнче "Чи лайăх медицина ĕçченĕ" пулнă.

Районти тĕп больницăра та медицина ĕçченĕсен кунне халалласа тĕрлĕ конкурс сахал мар иртет. Ольга Иванова участокри терапевт "Чи лайăх çамрăк специалист", Ирина Шайкина терапевт "Пĕтĕмĕшле практикăн чи лайăх врачĕ", "Чи лайăх отделени" ята хирурги уйрăмĕ (заведующийĕ Рустам Ахметов), "Поликлиникăн чи лайăх кабинечĕ" ята стоматологи кабинечĕ (заведующийĕ Антонина Сандыркина стоматолог-терапевт), "Чи лайăх врач амбулаторийĕ" ята Турханти врач амбулаторийĕ (заведующийĕ Анатолий Кольцов), "Чи лайăх фельдшерпа акушер пункчĕ" ята Вăтаел ялĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕ тивĕçнĕ.

Районти культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем савăк юрăсемпе савăнтарчĕç. Медицина ĕçченĕсемпе вĕсен ачисем шăрантарнă гимн вара уйрăмах тыткăнларĕ.

А. ИВАНОВА

Авангард



22 июня 2021
09:55
Хроника
Поделиться