Çумăр çăвать е хĕвел хĕртет - старта тухать спортсмен

Спортсменсене çанталăк хăратаймасть çав. Вĕсем çумăр çусан та, çил-тăман алхассан та тренировкăсене тухаççĕ, ăмăртусене те хутшăнаççĕ. Çакна вĕсем районта июнĕн 12-13-мĕшĕсенче иртнĕ Акатуй-Сабантуйра тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç. Куракансем е урăхла каласан "чирлисем" те ниме пăхмасăр спортсменсене хавхалантарса тăчĕç.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, Акатуй-Сабантуй пирĕн районта икĕ куна тăсăлать. Пĕрремĕшĕнче ачасем савăнаççĕ, хăйсен юрлас-ташлас пултарулăхĕпе паллаштараççĕ, пĕрлех вăй та виçеççĕ. Кăçал та çаплах пулчĕ. Ача садне çỹрекенсем çулĕсене кура мар маттуррине велочупура кăтартса пачĕç. Малти вырăнсене хĕр ачасенчен А. Умерова ("Василек" ача сачĕ), арçын ачасенчен Е. Маркиданов (Кĕçĕн Арапуç) йышăнчĕç.

Шкулта ăс пухакансем те велосипедпа старта тăчĕç. Кунта 2005-2006 çулсенче çуралнисем хушшинче Нăрваш Шăхалĕнчи Н. Савельев, 2007-2008 çулсенче кун çути курнисенсен Турханти Т. Вазюкова, 2009-2010 çулсенче çут тĕнчене килнисенчен Нăрваш Шăхалĕнчи А. Григорьев пĕрремĕш вырăна çĕнсе илме пултарчĕç. Çавăн пекех Т. Вазюков (Çĕньял) тата Т. Кудрявцева (Турхан) велочупура çĕнтерчĕç.

Шкулта вĕренекенсем хушшинче çăмăл атлетикăпа кăсăкланакан нумай. Çамрăксем старта тăрсан тĕлĕнсе пăхса тăмалли çеç юлать. Чупмаççĕ, вĕçеççĕ тейĕн вĕсене. Вăтам шкулсенче ăс пухакансем эстафетăра пĕр-пĕрне хавхалантарса, çĕнтерỹ пĕрлехи вăйран килнине туйса ăмăртрĕç. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти спортсменсем чи-чи маттуррисем пулчĕç. Первомайскисем - иккĕмĕш, Пăлапуç Пашьелсем виççĕмĕш çитрĕç. 100 метрлă дистанцире арçын ачасенчен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Д. Суворов, хĕр ачасенчен Первомайскинчи Р. Чернова, 800 метрлинче каччăсенчен А. Удалов (Первомайски), хĕрсенчен С. Муськина пьедесталăн чи çỹллĕ картлаçĕ çине тăма тивĕçрĕç.

Хĕрарăмсемпе арçынсем те çамрăкран илнĕ хăнăхăва çухатманнине кăтартрĕç. Вĕсем те 800 метра парăнтарчĕç. Патăрьелĕнчи Н. Герасимовăпа Тикешри Егор Селиванова çитекен пулмарĕ.

Спорт ветеранĕсенчен Комсомольски районĕнчен килнĕ А. Самаркин - пĕрремĕш, Кĕçĕн Арапуçĕнчи Н. Григорьевпа Туçари В. Салмин 2-3-мĕш вырăнсене тухрĕç.

Паян хĕрсене спортăн кашни тĕсĕнчех курма пулать. Йывăр атлетикăра та вĕсем каччăсенчен кая мар аталанса пыраççĕ. 49 килограмм таякан пикесенчен Акатуй-Сабантуйра Нăрваш Шăхалĕнчи М. Митрофанова, 49 килограмран ытларах виçеллисенчен Упамсари В. Пятакова штанга йăтассипе мала тухрĕç. Яшсенчен тĕрлĕ виçе категорийĕпе Алманчăри А. Каруев, П. Быков, М. Быков, арçынсенчен А. Никитин, Л. Цветков хăйсен ăсталăхне туллин кăтартрĕç. Алă вăйне виçнĕ çĕрте хĕрсенчен Г. Алеева, А. Бузакина, К. Лаврентьева, И. Алеева, А. Яковлева, Н. Чернова, каччăсенчен М. Гафаров, А. Козлов, Р. Вахитов, И. Алимов, А. Абейдуллов, Р. Юсупов палăрчĕç.

Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсене куракансем яланах нумайăн. Кашнине абсолютлă паттăр кам пуласси кăсăклантарать. Çумăр çунине пула мат йĕпе иккенне пăхмасăрах вăй виçекенсем нумайăн пулчĕç. Пĕри тепринчен паттăртарах, анчах кунта ăсталăх та, кĕрешỹ мелĕсене пĕлни те кирлĕ. Такана кăçал та 2019 çул çĕнтерỹçиех, Шăнкăртамри Р. Садаров тивĕçрĕ. "Корэш" мелĕпе вăй виçекенсем хушшинче те вăлах абсолютлă паттăр пулчĕ.

Кире пуканĕ йăтасси те уявра йăлана кĕнĕ. Тĕрлĕ виçе категорийĕнче хĕрарăмсенчен Т. Правитель (Сăкăт), арçынсенчен С. Кушников (Сăкăт), хĕрсенчен К. Сымова (Упамса), В. Емельянова (Ишлĕ), каччăсенчен К. Елагин, Ю. Чиркин (Сăкăт), ветерансенчен И. Махмутов - пукана чи нумай çĕклекеннисем.

 "Хĕвеллĕ" уçланкăра волейболла выляма юратакансем те тупăшăва тухнă. Кăçал "Батыревский" пĕрлешỹ, "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ тата Туçа ял тăрăхĕ команда тăратнă. "Батыревский" пĕрлешĕвĕн спортсменĕсем чи нумай очко пухса выляса илчĕç.

Шашка-шахмат вăййине кăмăллакансене те Акатуй-Сабантуйра сĕтел хушшинче курма пулать. Вĕсем тарăннăн шухăшла-шухăшла шашкăсемпе шахматсене унталла та кунталла куçараççĕ, кашни утăма тĕрĕс тăвассишĕн тăрăшаççĕ. Çĕнтерỹçĕсем кăçал А. Тинюков, Н. Федоров пулчĕç. Ипподром çывăхĕнче халăх туллиех.

Кашнийĕ лашасем старта тухасса чăтăмсăррăн кĕтет. Маларах çумăр вăйлах çунипе урхамахсене чуптармасан та пултараççĕ пуль тенĕччĕ. Çук иккен, уявăн илемне нимĕн те пăсаймарĕ. 14 сехет. Старта малтан Ф. Земдиханов Пылкий учĕпе тата А. Краснов Победитель лашипе тăчĕç. Кайран черетпе ыттисем кайса пычĕç. Пурĕ 17 урхамах хутшăнчĕ. Çумăр çунине пăхмасăрах ăмăрту малалла тăсăлчĕ. Çанталăк пурин характерне те тĕрĕсленĕн туйăнчĕ. "Чирлисем" те йĕпеннине пăхмасăрах ниçта та кайма васкамарĕç. Кашнийĕн мала тухакана пĕлес килчĕ. Н. Пыркин тытса пыракан Марс лаша финалта мала тухрĕ. Урхамах хуçи вара "Чăвашгосснаб" пĕрлешĕвĕн директорĕн В. Антоновăн парнине - тихана - тивĕçрĕ.

 "ДОСААФ России" организацин Патăрьелĕнчи уйрăмĕ кăçал автомобильсемпе çỹрессипе "Экстрим. Хăвăртлăх" ятпа ăмăрту йĕркелерĕ. Çăмăл машинăпа çỹрекекенсем, хăвăртлăха юратакансем çул-йĕр правилисене мĕнле пĕлнине кăтартрĕç, унтан руль умне ларса тĕрлĕ чăрмавсем урлă тухрĕç. Тăрăнти И. Думилин чи пысăк балл пухрĕ.

О. ПАВЛОВА.

Авангард



18 июня 2021
11:32
Поделиться