Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьел ентешлĕхĕн ертỹçи - Александр Миронов

 ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче кун çути курса Шупашкарта тĕпленнĕ ентешĕмĕрсен пĕрлĕхне малашне Аслă Арапуç чăвашĕ, халĕ "Мирный-1" тулли мар яваплă пĕрлешỹ директорĕнче тăрăшакан Александр Миронов ертсе пырĕ. Йăхтамăшăрсене пĕтĕçтерес тĕлĕшпе Александр Владимирович умĕн Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Семенов (Каншелĕнче çуралнă) сахал мар вăй хучĕ, халĕ те пулăшса пырать.

Авангард



18 июня 2021
10:37
Поделиться