Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Хĕвеллĕ" уçланкă кĕрлерĕ ик кун...

Июнĕн 13-мĕшĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи "Хĕвеллĕ" уçланкă ирпе-ирех ака-суха паттăрĕсене, хисеплĕ хăнасене, аякри-çывăхри тăванăмăрсене, ентешĕмĕрсене, район çыннисене 69-мĕш хут Акатуй-Сабантуя пуçтарчĕ. Çак кун темиçе хутчен çумăр çуни те Патăрьелсене хăратаймарĕ, çав вăхăтрах ырми çĕр ĕçченне "парне" турĕ. "Тăрăшса ĕçлетпĕр, кăмăлтан канатпăр" ятпа иртекен уяв лапамĕ чылайччен кĕрлерĕ.

 Çулсеренех районти клуб системин ĕçченĕсем, халăх пултарулăх коллективĕсем уява чуна тыткăнлакан театрализациленĕ программăпа пуçлаççĕ. Тĕп сцена умне пуçтарăннисене "Чăваш Республики" ("Республика Чувашия") илемлĕ те пуян содержаниллĕ композиципе саламланă хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова çурхи ĕçсене пĕтĕмлетекен, ака паттăрĕсене, кăтартуллă хуçалăхсене чыслакан Акатуй-Сабантуй пуçланни пирки пĕлтерчĕ.

 Уявăн салам тата чыслав пайне Патăрьел районĕн пуçлăхĕ Николай Тинюков, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, Чăваш Республикин культура, национальность ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Казакова, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Анатолий Аксаков, Николай Малов, Леонид Черкесов, Марат Бариев, Раççей Геройĕ Николай Гаврилов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Олег Мешков, Валерий Павлов, рес- публикăри район администрацийĕсен пуçлăхĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Юхмапа Пăла тăрăхĕ хăнасене яланах тарават. Патăрьелсен уяв савăнăçне Крым Республикинчи Бахчисарай районĕн делегацийĕ те пĕрле пайларĕ, 2018 çултанпа пыракан туслă çыхăнăва малалла тăсса ака паттăрĕсен йăлана кĕнĕ кĕрекинче савăнчĕ. - Юхмапа Пăла тăрăхĕн чи пысăк пуянлăхĕ - ырми-канми тăрăшакан ĕçчен халăх. Патăрьелĕн хура çĕрĕ çитĕнтернĕ ывăл-хĕрĕ - пирĕн мăнаçлăх. Хăйсен ĕçĕпе тĕрлĕ шайра палăрнă çĕр ĕçченĕпе, паттăрсемпе эпир чăнласах та мухтанатпăр, вĕсен умĕнче пуç таятпăр,- терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов пурне те Акатуй-Сабантуйпа саламланă май. Республика Пуçлăхне Олег Николаева тата Чăваш Республикин Правительствине район территорийĕнче халăх пурнăçне хăтлăлатас тĕллевпе наци проекчĕсене пурнăçа кĕртме пулăшнăшăн тав турĕ.

Уявра ăшă та ырă саламсем чылай пулчĕç. Сергей Артамонов Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн Акатуй-Сабантуй ячĕпе саламласа çырнă сăмахĕсене Патăрьел район ĕçченĕсене çитерчĕ, пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, тăрăшуллă ĕçшĕн мухтарĕ.

Ĕç паттăрĕсем - Юхма Ен мăнаçлăхĕ

Акатуй-Сабантуйăн савăнăçлă саманчĕсенчен пĕри - ĕç паттăрĕсене, ака-суха ĕçĕнче палăрнă хуçалăхсене, экономикăн тĕрлĕ сферинчи тăрăшуллă ĕçченĕсене чыслани. Уявăн тĕп сцени çинче çуракинче хастарлăх кăтартнă механизаторсемпе хуçалăх ертỹçисене, специалистсене дипломсемпе тата укçан парса хавхалантарчĕç. Районти ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинче çурхи ака-суха ĕçне вăхăтра тата пахалăхлă ирттернĕшĕн, планпа пăхнă ял хуçалăх культурисен калăпăшне тултарнăшăн "Корма" çĕр ĕç фирмине (ертỹçи - Иван Владимиров) пĕрремĕш вырăн йышăннă ятпа саламларĕç. Иккĕмĕш вырăнта - "Батыревский" акционерсен хупă пĕрлешĕвĕ (ертỹçи - Петр Ялуков, тĕп агрономĕ - Евгений Сейфуллин, тĕп инженерĕ - Вячеслав Сельцов) тата "Исток" çĕр ĕç фирми (ертỹçи - Александр Илюткин, тĕп агрономĕ - Дмитрий Ерофеев, тĕп инженерĕ - Вячеслав Цветков), виççĕмĕшĕнче - "Красное Знамя" ял хуçалăх производство кооперативĕ (ертỹçи - Петр Никифоров, тĕп агрономĕ - Валерий Красников, тĕп инженерĕ - Олег Нрти) тата "Труд" ял хуçалăх производство кооперативĕ (ертỹçи - Айрат Закиров, тĕп агрономĕ - Юрий Григорьев).

Фермер хуçалăхĕсенчен Е. Мартышкин пĕрремĕш, М. Лаврентьевапа А. Петров хресчен фермер хуçалăхĕсем икккĕмĕш, С. Чаданов, М. Паймулкин, В. Кузнецов фермерсен хуçалăхĕсем çурхи уй-хир ĕçĕсен пĕтĕмлетĕвĕпе виççĕмĕш вырăн йышăннă.

2021 çулхи ака-суха пĕтĕмлетĕвĕпе çак механизаторсем çĕнтерỹçĕсен йышне кĕнĕ: "Исток" çĕр ĕç фирминчи Андрей Соловьев МТЗ-1221 тракторпа пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене СЗ-5,4 сеялкăпа 839 гектар, "Батыревский" пĕрлешỹри Вадим Краснов К-739 тракторпа пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене Horsch 6 DC сеялкăпа 806 гектар акнă, Р. Санзяпов фермер хуçалăхĕнчи Радик Яфизов ХТЗ-150 тракторпа акма 608 гектар çĕр хатĕрленĕ.

Çурхи ака-суха ĕçĕнчи лайăх кăтартусемшĕн Илгизяр Якупов ("Кзыл Камыш" çĕр ĕç фирми), Борис Крысов ("Звезда" хуçалăх), Виталий Горшков (С. Халитова фермер хуçалăхĕ), Федор Лампасов ("Корма" çĕр ĕç фирми), Николай Линчихин ("Первомайск" ЯХПК), Валерий Уткин ("Тойсинская" çĕр ĕç фирми), Олег Егоров ("Труд" ЯХПК), Валерий Хитров ("Красное Знамя" ЯХПК), Сергей Тихонов (Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕ), Геннадий Филиппов ("Малалла" ял хуçалăх эртелĕ) механизаторсем дипломсене тивĕçнĕ.

Вĕсем - экономика ăмăртăвĕн çĕнтерỹçисем

Районти агропромышленность комплексне кĕрекен предприятисемпе организацисем хушшинчи 2020 çулхи производствăпа финанс ĕçĕ-хĕлĕн пĕтĕмлетĕвĕпе çак хуçалăхсене çĕнтерỹçĕсем тесе палăртнă: "Батыревский" акционерсен хупă пĕрлешĕвĕ - ял хуçалăх производствин тĕп отраслĕсене комплекслă аталантарнăшăн, экономикăри лайăх кăтартусемшĕн (ертỹçи - Петр Ялуков, тĕп бухгалтер - Роза Сейфуллина); "Красное Знамя" ЯХПК - ỹсен-тăран отраслĕнчи лайăх кăтартусемшĕн (ертỹçи - Петр Никифоров, тĕп агроном - Валерий Красников); "Исток" çĕр ĕç фирми - выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи лайăх кăтартусемшĕн (ертỹçи - Александр Илюткин, тĕп зоотехникĕ - Марат Азизов).

Экономика ăмăртăвĕн çĕнтерỹçисене Акатуй-Сабунтуйра I степеньлĕ дипломсемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç.

Юрă кайрĕ ян та ян!

Çураки паттăрĕсене, ăмăртура малта пыракансене, ытти хастарсене саламланă хыççăн тĕп сценăна районти, тĕп хуламăрти юрă-ташă ăстисем улăштарчĕç, хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

"Хĕвеллĕ" уçланкăра кашни ял тăрăхĕ вырнаçтарнă капăр çуртсен умĕнче чăваш, тутар, ирçе халăхĕсен йăли-йĕркине - "Чăваш туйне", "Кĕр сăрине", "Хĕр вăрланине", "Салтака ăсатнине" тата ыттине те курма, "Çамрăксен территорийĕнче" ачасен ăс-хакăл пултарулăхĕпе паллашма, шоу-ăмăртусене курса пахалама, волонтер-медиксен, бард-гитаристсен ăсталăхне хак пама, "Улах-Аулак ей" кану лаптăкĕнче коллективсем ăсталанă капăр вырăнсемпе киленме, ларса канма май пулчĕ. Çакнашкал илем уява чĕрĕ сĕм пачĕ, пуянлатрĕ. Юрă-ташă, вăйă-кулă сасси уçланкăра мĕн каçченех янăраса тăчĕ.

Патăрьелĕнчи кану паркне палăк-вертолет вырнаçтарчĕç

Патăрьелсемшĕн 2021 çулхи Акатуй-Сабантуй тепĕр ырă пулăмпа та асра юлчĕ. Çак кунхинех район центрĕнчи кану паркĕн территорийĕнче, Державная Турă Амăшĕн иконĕ ячĕллĕ хрампа юнашар МИ-2 вертолета вырнаçтарнă ятпа савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Унта Акатуй-Сабантуя хапăл тунă сумлă ушкăн хутшăнчĕ. Патăрьелсене уяв ячĕпе пысăк парне тăваканĕ - Раççей Федерацийĕн Геройĕ Николай Гаврилов. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов палăк-вертолет çитĕнекен ăрăва çарпа патриотла воспитани парас ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ, авиацин генерал-лейтенантне Николай Федорович Гаврилова район халăхĕ ячĕпе чун-чĕререн тав турĕ. Сăмах май каласан, 2015 çулта Шăнкăртамра та Раççей Геройĕ Николай Гаврилов тăрăшнипех çакнашкал вертолет вырнаçтарнă.

А. ЕГОРОВА

Авангард



18 июня 2021
11:26
Хроника информаций
Поделиться