Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Раççей чемпионатĕнчен - пăхăр медальпе

ХАНТЫ-МАНСИЙСКРА йывăр атлетикăпа иртнĕ Раççей чемпионатĕнче пирĕн ентешĕмĕр, тĕнче класлă Раççей спорт мастерĕ Наталия Шайманова 64 килограмм таран виçеллисем хушшинче пăхăр медаль çĕнсе илнĕ. Нăрваш Шăхаль пикин пĕрремĕш тренерĕ - нумай хутчен Чăваш Республикин чемпионĕ ята тивĕçнĕ Александр Давыдов тренер-преподаватель.

Тутар Сăкăтĕнчи Азат Махмутов вара çак кунсенче Тутарстанри Пăлхарта йĕркеленĕ мăсăльмансен Раççей шайĕнчи спорт мероприятийĕнче хăйĕн виçипе кĕрешсе виççĕмĕш вырăн йышăннă, пăхăр медале тивĕçнĕ.

Авангард



10 июня 2021
09:51
Хроника мероприятий
Поделиться