Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пысăк çемье - пысăк савăнăç

РАЙОНТИ ЗАГС пайĕн кăтартăвĕнчен кăçалхи пилĕк уйăхра Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 111 ача çурални паллă. Вĕсенчен 33 çемьере пĕрремĕш, 35-шĕнче - иккĕмĕш, 27-шĕнче виççĕмĕш пепкисене алла илнĕ. Районта тăваттăмĕш, пиллĕкмĕш, улттăмĕш ача çуратакан амăшĕсем пурри те кăмăллă. Икĕ мăшăра вара çиччĕмĕш "çĕнĕ кайăк" туяннă ятпа саламланă.

Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан вилекенсен шучĕ ытлараххи пăшăрхантарать. Пилĕк уйăхра 241 çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Вĕсенчен хĕрарăмсем вăтамран 83 çул, арçынсем 65 çул пурăннă.

Авангард



10 июня 2021
09:53
2021 год
Поделиться