Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Олимпиада çĕнтерÿçисене саламлатпăр!

Олимпиада çĕнтерÿçисене саламлатпăр!

Çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин тĕп хулине  чăваш чĕлхипе  литературине лайăх пĕлекен, ăна юратакан ачасем Тĕнче шайĕнче  иртекен чăваш чĕлхипе литература олимпиадине пуçтарăнчĕç. Вăл И.Н. Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университетĕнче иртрĕ. Олимпиада «Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе» тата «Тăван чĕлхе илемĕ» номинацисемпе иртрĕ. «Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе» номинациллĕ олимпиадăра 2020, 2021-мĕш çулсенче регион шайĕнчи олимпиадăра малти вырăнсене тухнисем кĕрет майпа ăмăртрĕç. Чăваш Республикинчи, Тутарстанри, Чĕмпĕр облаçĕнчи маттур вĕренекенсем хăйсен пĕлĕвне хаваспах тĕрĕслерĕç. «Чăваш чĕлхин илемĕ» номинацие вара Чăваш Республикинчи, Ульяновск облаçĕнчи, Тутарстанри , Узбекистанри, Туркменистанри тата Казахстанри  385 хастар шкул ачипе  студент  дистанци мелĕпе тупăшрĕ.

        Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕн 4 вĕренекенĕ  те олимпиадăна хутшăнма тивĕç пулчĕ. Вĕсем: Ксения Степанова (9 класс), Екатерина Матвеева, София Матюшкина (10 класс), вĕрентекенĕ – С.П. Никитина; Степанова Степанида (11 класс), вĕрентекенĕ – И.В.Матюшкина. Ксения Степанова тата Екатерина Матвеева вара çĕнтерÿçĕсен йышне лекрĕç. Хăйсен тăршулăхĕпе хĕр ачасем шкул, район чысне тивĕçлипе хÿтĕлерĕç. Вĕсене саламлатпăр. Малашне те ăнăçусем сунатпăр!



25 мая 2021
07:29
Поделиться