Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Краеведа - район администрацийĕн Тав çырăвĕ

АВАЛЛĂХСĂР малашлăх çук, теççĕ. Туçара пурăнакан Валерий Салминшăн тата унăн çемйишĕн Пĕтĕм тĕнчери музей кунĕ (майăн 18-мĕшĕ) çулталăкри паллă уявсенчен пĕри пулса тăчĕ. Виçĕ çул каялла çак хастар хăйĕн çурчĕ çумĕнче йăх-несĕл аталанăвĕпе, ял, район историйĕпе çыхăннă музей-архив уçрĕ. Хальхи вăхăтра та унта шкул ачисем çеç мар, коллективсем те экскурсие килеççĕ. Çак кунхине те Çĕнĕ Ахпỹртре вĕренекен шкул ачисем музейпе паллашма çитнĕ.

 Пархатарлă ĕç яланах тав сăмахне тивĕçлĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова Валерий Салмин хисеплĕ краеведа Пĕтĕм тĕнчери музей кунĕ ячĕпе саламласа район администрацийĕн Тав хутне парса чыс тунă. Сăмах май каласан, саккăрмĕш теçеткене çывхаракан ĕç ветеранĕ спортпа туслă. Кашни ирхине темиçешер çухрăм чупасси, хусканусем тăвасси унăн ырă йăлара. Ветеран-спортсмен Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 60 çултан аслăрах ватăсем хушшинче йĕркеленĕ (Татьяна Торговцева ертсе пырать) фитнес-клуба та çỹрет. "Вдохновение" ушкăн ыран Шупашкарти конкурсра пултарулăхне кăтартĕ.

Авангард



21 мая 2021
15:57
Поделиться