Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тĕрлĕрен ыйту сỹтсе явнă

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ канашлăва Хусанти 175-мĕш гимназире пулса иртнĕ инкекре вилнисене асăнса пĕр самант шăп тăнинчен пуçланă. Çавна май районти вĕрентỹ, культура, сывлăх учрежденийĕсенче, çын йышлă пулакан ытти вырăнсенче инкек-синкекрен сыхă пулмаллине çивĕчлетнĕ.

 Канашлура тĕрлĕрен ыйту хускатнă: уй-хир тĕрĕслевĕ, коронавирусран асăрханмалли мĕн пур йĕркене пăхăнса "Акатуй-Сабантуй", вырăнсенче ял уявĕсене ирттересси.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе йĕркеленĕ канашлурах районта 2022 çулта хăтлăлатмалли общество вырăнĕсене - Патăрьелĕнчи Кепе юханшывĕ хĕрри тата нумай функциллĕ ача-пăча лапамĕ - палăртассипе çыхăннă онлайн-сасăлава хастартарах хутшăнмаллине те çивĕчлетнĕ.

Аса илтеретпĕр: сасăлав майăн 30-мĕшĕччен пырать.

(Хамăр корр.).

Авангард



14 мая 2021
14:43
Хроника
Поделиться