Тайма пуç сире мирлĕ пурнăçшăн, вăрçă тата тыл паттăрĕсем!

1941-1945 çулсенче пынă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи нихăçан пирчеми суран тăратса хăварчĕ. Патăрьел районĕнчен тăшмана хирĕç çапăçма 8377 çын, вăл шутран 41-шĕ - хĕрсем, тухса кайнă. Шел пулин те, 6034-шне каялла таврăнма пỹрмен. Паяна Юхмапа Пăла тăрăхĕнче хаяр çапăçăва хутшăннă 11 салтак-ветеран, 71 тăлăх арăм тата 375 тыл ĕçченĕ пурăнать.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕ кун - майăн 9-мĕшĕ - кашни ăрушăн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак уяв савăнăçпа хурлăха пĕрлештерет, хамăр историшĕн чунра мăнаçлăх тата вăрçăра пуçне хунисемшĕн ырату çуратать. Аслă Çĕнтерỹ пулнăранпа 76 çул иртнĕ пулсан та эпир никама та манман, нимĕн те манăçман.

Майăн 9-мĕшĕнче Аслă Çĕнтерĕве халалласа Патăрьелĕнчи Мухтав монуменчĕ умне чечексем хучĕç. Коронавирусран асăрханса ăна пĕчĕк йышпа çеç йĕркеленĕрен организаци-предприяти ертỹçисем кăна пухăнчĕç палăк умне.

Çавăн пекех сумлă мероприятие район пуçлăхĕ Николай Тинюков, район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Ялуков, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов, "Единая Россия" политика партийĕн малтанхи электронлă суйлавĕн участникĕсем - ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Мешков, "Чăвашгосснаб" пĕрлешĕвĕн тĕп директорĕ Валерий Антонов, тата ытти хăнасем хутшăнчĕç.

- Ку уяв - пирĕн Тăван çĕршыв историйĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ, вăл паттăрлăха, Тăван çĕршыва хỹтĕлекенсен чунлăхне палăртать. Миллион салтакпа мирлĕ çынсен пурнăçне илсе кайнă хаяр вăрçă пырса тивмен çынна, çемьене тупма питĕ йывăр. Çак куна историнчен кăларса пăрахма май çук, вăл яланлăхах календарьте тăрса юлать, тамăка çавăрнă фашистсен çарĕсене çапса аркатнине яланлăхах аса илтерсе тăрать. Уявра эпир вăрçă тата тыл ветеранĕсем, вăрçă ачисем умĕнче пуçа таятпăр... - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Аслă Çĕнтерỹпе саламланă май.

Мероприятие хутшăнакансем тăнăç пурнăçшăн вăрçă хирĕнче выртса юлнисене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç, унтан Мухтав монуменчĕ патне чечексемпе кăшăлсем хучĕç.

Уявра Кепе юхан шыв хĕррипе "Çĕнтерỹ çăлтăрĕ", "Çĕнтерỹ гвоздики", "Тăнăç кăвакарчăнĕ", "Çĕнтерỹ открытки - хамăр алăпа" акцисем йĕркеленĕ, унта нумайăшĕ хутшăнчĕç. Пандемие пула "Вилĕмсĕр полк" тата "Çĕнтерỹ вальсĕ" акцисем онлайн-форматпа иртрĕç.

Çĕнтерỹ кунне районти 19 ял тăрăхĕнче те сумлă палăртнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, паянхи кун район территоринче пурăнакан ветерансене килĕсене кайса чысланă. Вĕсене валли кучченеçсем хатĕрлеме Патăрьел райповĕ, акционерсен "Батыревский" хупă пĕрлешỹ, "Авангард" пĕрлешĕвĕн "Патăрьел беконĕ" филиал, "Булат" тата "Ремис" пĕрлешỹсем хастарлăх кăтартнă.

О. ПАВЛОВА

Авангард



14 мая 2021
14:41
Поделиться