Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Анатолий Самакин - Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Общество канашĕн йышĕнче

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2021 çулхи апрелĕн 29-мĕшĕнче кăларнă 186-рг хушăвĕпе килĕшỹллĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Общество канашĕн 2020 çулхи октябрĕн 24-мĕшĕнче çирĕплетнĕ йышне тата пилĕк çынна кĕртнĕ. Вĕсен хушшинче Патăрьел районĕнчи Общество канашĕн председателĕ Анатолий Самакин та пур.

Çакна та палăртма кăмăллă: Анатолий Дмитриевич Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Общество канашне тăваттăмĕш çул ăнăçлă ертсе пырать.



14 мая 2021
14:39
Поделиться