Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ăса кивçенле мар, вĕренсе илеççĕ

 Çавăнпа ăна хăвăнах пухма тăрăшмалла. Малтанхи пĕлĕве шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕнче параççĕ. Унтан пуçламăш классене куçатăн. Кайран - пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкула. Вăтам пĕлỹ илес тесен 10-11 классене çỹретĕн. Çитĕнекен ăрушăн малалла та çул уçă. Кирек кама та пурнăçра алла аттестат, диплом илни кирлĕ. Пĕр тĕслĕхпе çеç çирĕплетем. Кăçал хăйĕн çур ĕмĕрне паллă тума хатĕрленекен хĕрарăм Мускаври çăкăр комбинатĕнче тахçантанпах ĕçлет. Пултаруллă, ĕçчен, вăр-вар. Çавна май ăна цехра мастера лартасшăн. Анчах вăтам шкултан вĕренсе тухнă аттестачĕ те çук. Çухалса каймарĕ вăл. Патăрьелĕнчи каçхи шкултан вĕренсе тухса алла документ илчĕ.

Çакнашкал миçе тĕслĕх пулмасть-ши пурнăçра? Вăхăтĕнче тунă йăнăша тỹрлетме май пулни паха.

Патăрьелĕнчи каçхи вăтам шкултан çуллен вăтăршар ача вĕренсе тухать. Пĕлỹ илме вара тĕрлĕ районтан (Комсомольски, Елчĕк, Шăмăршă, Шупашкар, Канаш...) çỹреççĕ. Вĕсене 16 педагог вĕрентет. Занятисене вĕрентỹ планĕпе килĕшỹллĕн йĕркелесе пыраççĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Ф. Чернова, Раççей Федерацийĕн вĕрентỹпе наука министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ Ю. Мустаева, Чăваш Республикинчи вĕрентỹ министерствин Тав хутне тивĕçнĕ А. Николаев, Н. Хуснетдинов, Н. Никитина çамрăк педагог тивĕçĕсене туллин пурнăçлаççĕ. Занятисене ушкăнпа та, уйрăмшарăн та ирттереççĕ. Сăмах май çакна та палăртмалла. Каçхи шкул ертỹçи О. Паймукова хăй те Раççей Федерацийĕнчи вĕрентỹ сферин хисеплĕ ĕçченĕ. Пĕр сăмахпа каласан педагогикăра çĕнĕ çын мар Ольга Владимировна.

Тĕрлĕ сăлтава пула вăхăтĕнче алла аттестат илейменнисем ытларах пĕлỹ пухаççĕ каçхи шкулта. Пĕрисем çемье çавăрма васканă. Теприсем пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкултан вĕренсе тухнă хыççăн профтехучилищĕсене, техникумсене çул тытнă. Унтан вĕренсе тухичченех çар ретне тăнă тата ытти те. 9 класа килекенни те пур. 10-11 классене вара ытларах. Тепĕр чухне ашшĕ-амăшĕ ачине çавăтса килни те пулать. Вĕрентекенĕн вара психолог та пулмалла. Пĕлỹ пухма килекене пурнăç çулĕ çине тĕллевлĕ кăларма тăрăшмалла. Ку енĕпе те ăсталăх çитет педагогсен. Каçхи шкулта вĕренсе алла аттестат илнисенчен чылайăшĕ аслă шкула малалла ăс пухма çул тытать. Н.Шапкина, В.Кариков, А.Ишуков, Н.Морозова, Е.Зотова, С.Коморкин, К.Николаева, А.Комиссаров, А.Шайманова тата ыттисем пирки те çакнах калас килет. Техникума вĕренме каякансем те йышлăн.

Вĕрентекенсем кашни ачапа уйрăмшартараххăн ĕçлеме пултарнăран патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсе те ăнăçлă тытаççĕ. Малалла пĕлỹ пухма каяс текенсем математикăпа тата вырăс чĕлхипе экзамен панисĕр пуçне истори, биологи предмечĕсене ытларах суйласа илеççĕ. Каçхи шкултан вĕренсе тухнисенчен паян пысăк предприятисенче инженер, ертỹçĕ, мастер пулса ĕçлекенсем пур. Медицина, вĕрентỹ, культура отраслĕсенче тăрăшакансем те сахал мар.

- Каçхи шкулсем иртнĕ ĕмĕртех ĕçленĕ. Малтанласа вĕсем ялсенчи шкулсен çумĕнче пулнă. Каярахпа пĕрлештерсе район центрĕнче туса хунă. Çакă меллĕ те. Юхмапа Пăла тăрăхĕн республикăн кирек хăш районĕпе те автотранспорт çыхăнăвĕ пур. Район администрацийĕн ертỹçисем çитĕнекен ăрăва тулли пĕлỹ парас ыйтăва кирлĕ шайра тытса пыма тăрăшни те курăнать çакăнта. Пирĕн патăрта илнĕ пĕлỹпех вырăнти хуçалăхсенче ĕçлесе район экономикине тĕреклетме пулăшма пулать-çке_-тет калаçăва пĕтĕмлетсе каçхи шкул ертỹçи О. Паймукова.

 А. АСТРАХАНЦЕВА

Аавнгард



29 апреля 2021
13:56
Хроника мероприятий
Поделиться