Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

«Мăнаçлăх символĕсем» краеведени сехечĕ

«Мăнаçлăх символĕсем» краеведени сехечĕ

Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕнчи Светлана Тихонова ертсе пыракан  6-мĕш класра  вĕренекенĕсемпе шкул библиотекарĕ  Елена Иванова  «Мăнаçлăх символĕсем» краеведени сехечĕ ирттерчĕ. Çак сехете Елена Васильевна ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче уявланакан Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунне халалларĕ.

Кашни патшалǎхǎн хǎйěн символěсем пур. Вěсен шутне ялав, герб тата гимн кěреççě.

Наци Гербěпе Ялавне республикǎн чи малтанхи символěсем тесе 1926 çулхи кǎрлачǎн 31-мěшěнче йышǎннǎ Конституцире çирěплетнě. Çак самантчен тěрлě ěç хутěнче РСФСР гербěпе усǎ курнǎ. Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров 2004 çулхи ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче 24-мĕш номерлă указ кăларнă. Унта акă мĕн çырнă:«Хальхи тата малашнехи ăрусене Чăваш Республикин патшалăх символĕсене хисеплеме хăнăхтарас тата вĕсене халăхра сарас тĕллевпе Чăваш Республикин Конституцийĕн 72 статйине тĕпе хурса çапла йышăнатăп: «Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунне иртересси çинчен пĕлтерни вырăнлă тесе шутлатăп».

Пирěн тǎван ен – Чǎваш Республики. Вǎл Раççей Федерацине кěрет. Хальхи Чăваш çĕршывĕн территорийĕ еплерех пуçланса кайнине пĕлме те кăсăк пулчĕ ачасене. Чăвашсем Хусан, Чĕмпĕр, Чулхула тата ытти кĕпĕрнесене кĕни, 1920 çулта кăна Чăваш автономи облаçне туса хуни, 1925 çулта автономиллĕ республика пулса тăни   те интереслентерчĕ шкул ачисене.

Истори аталанǎвěнче республикǎн Гербěпе Ялавě виçě хут улшǎннǎ, вěсене улшǎнусем кěртнě. Чăваш Республикин Аслă Канашĕ сĕннипе 1992 çулхи ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Гербĕпе Ялавне  тата Гимне йышăннă.

Патшалăх символĕсен авторĕн, Элли Юрьев ÿнерçĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, гербпа ялав  çинчи паллăсем мĕне пĕлтерни çинче  чылай чарăнса тăчĕ Елена Васильевна.

Чǎваш Республикин Патшалǎх гимнě вǎл – «Тǎван çěршыв» юрǎ. Унǎн авторěсем – Герман Лебедев композиторпа Илья Тукташ сǎвǎçǎ. Гимн республика паллǎ тǎвакан уявсене, чаплǎ пухусене уçнǎ тата хупнǎ чух, тěрлě церемонисем ирттернě чух, ют патшалǎх ертÿçисене кěтсе илнě  чух янǎрать. Чǎвашрадио передачисем кашни ир гимн каланипе пуçланаççě. 6-мĕш класс ачисем те гимна лайăх пĕлнине кăтартса юрласа  пачĕç.

Герб, Ялав  тата Гимн – пирĕн мăнаçлăхăмăр,  мухтавăмăр тата яваплăхăмăр.



29 апреля 2021
10:10
Поделиться